Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

Ырă тăвакансен çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Культура керменĕнче Пĕтĕм Раççейри «Раççей ыр кăмăллăхçи 2018» конкурсăн регионри тапхăрне пĕтĕмлетрĕç.

Форума хутшăнакансем «Социаллă волонтерсем», «Медицина тытăмĕнчи волонтерсем», «Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи волонтер ĕçĕ-хĕлĕ», «Pro bono волонтерсем», «Медиа волонтерсем», «Наставник» лапамсен ĕçне хутшăнчĕç. Пухăннисем Ырă тăвакансен çулталăкне пĕтĕмлетрĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене чысларĕç.

Тĕплĕрех «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çĕнĕ номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

* Сăн ÿкерчĕкре - Етĕрнере 3-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: