Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

Лăпкă çывăрăр, хисеплĕ Василий Иванович!

Паллă чăваш çыравçи Энтип Ваççи пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ

Хĕрача чух эпĕ вăтанчăк та сăпайлă пулнă, шухăша путма юратнă. Çитĕнсе пынă май таврари пурнăçа, хам йĕри-таври çынсене сăнанă. Çавна май çамрăклах кун кĕнеки çырса пыма пуçланă, чунрине унпа пайланă.
Сăвăсем вулама, итлеме кăмăла кайнине ачаранах ăнланнă. Ас тăвасса, çывăх çынсене, кÿршĕ ачисене, тăвансене, каярах, ÿссе çитĕнсе тăван кил-çуртран тухса кайсан, Шупашкарта общежитире пурăннă чух та малтанласа хамшăн çеç çырнă тата классиксен сăввисене ыттисене вуласа параттăм. Итлетчĕç, уйрăмах — шăллăмсем. Çапла майпа сăвăсене ирĕке кăларнă пулать ĕнтĕ эпĕ.
Вăхăт иртнĕ майăн чун туртăмĕн вăйĕ сăмах тĕнчин илемне парăннă çынсен хушшине туртрĕ. Сăрă ăстисемпе хутшăнни те хавхалантарчĕ кăна. Çакăн хыççăн çырнине вулакан патне çитерме тăрăшрăм. Çырас туртăм хаçат редакцийĕсене çитерчĕ.
Пурнăç çулĕ çинче пултаруллă çынсем тĕл пулнăшăн калама çук савăнатăп. Чăвашсен паллă поэчĕпе Василий Иванович Энтиппе пурнăçра тĕл пулнăшăн та тавах шăпана. Раиса Сарпи, ырăскер: «Вăл санăн ентешÿ…» — тесе паллаштарнăччĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш факультетне вĕренме кĕме хавхалантаракансенчен пĕри пулчĕ маншăн Энтип Ваççи. Вăлах унта вĕренме кĕме хатĕрленме пулăшрĕ, тĕп хулара, Шупашкарта, вырнаçас тĕлĕшпе те пулăшу кÿчĕ. Кайран университета вĕренме кĕнĕ ятпа саламларĕ, малашнехи пурнăçра кирлĕ усăллă канашсем пачĕ, пĕлÿ илме, уçăлнă çул тăрăх хăюллăн утма сĕнчĕ-пиллерĕ тесен те юрать.
Ун чух Василий Иванович ман пултарулăхпа паллашрĕ. «Санра Турă панă хĕлхем пур», — терĕ, темиçе сăв
вăма якатса пачĕ, сăнарлăх мелĕсемпе усă курма вĕрентрĕ. Çавăнтах поэт çулĕ çăмăл маррине, нумай ĕçлемеллине, малалла ăнтăлмаллине, филологи пĕлĕвĕ çеç çителĕклĕ маррине, сăвă тытăмĕн саккунĕсене пĕлмеллине, çынсем хушшинче ытларах пулмаллине асăрхаттарчĕ. Хăйĕнпе пĕрле тĕлпулусене илсе çÿрерĕ...
Паллах, Василий Иванович эпĕ «пиçсе çитессе», литература ĕçĕнче юласса шаннă. Анчах ман ун чухне çыравçăсен ушкăнне кĕресси шухăшра та пулман. Шел пулин те, çав вăхăтри пурнăçăмри /1990 çулсем/ йывăрлăхсене пула тата пурнăçа пĕлменнине кура, йăла ыйтăвĕсене татса пама ăнкарулăх çитейменнипе литературăра ăсталăха туптама çителĕклĕ вăхăт уйăраймарăм, сăмахпа сăвă ĕлкине çеç, чунран капланса тухнине, палăртса хураттăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.