Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

Çĕнтерÿ хĕн-хурĕ

Дмитрий Анатольевич Захаров Шупашкарта 1979 çулта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕнче, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доцентĕнче, истори факультечĕн деканĕн тата Шупашкар хулин вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра — тĕп хулан вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ.

- Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ республикăн патшалăх истори архивĕнче упранакан документсемпе усă курса «Под грифом «Секретно» документсен пуххине кун çути кăтартрĕ. Эпир, истори наукисен кандидачĕсем, — эпĕ тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Евгений Касимов — унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи Чăваш Ен историйĕн çынсем сахал пĕлекен тата пач пĕлмен страницисене уçса паракан материалсене кĕртрĕмĕр.
СССР Уголовлă кодексĕнче вăрçă умĕн тата хыççăн 58-мĕш статья пулнă. Унпа килĕшÿллĕн «Тăван çĕршыв интересĕсене тăшмана сутнăшăн, шпионажшăн, совет влаçне, Хĕрлĕ Çара, партипе правительствăна, вĕсен ертÿçисене, коммунистсемпе совет органĕсем пурнăçа кĕртекен мероприятисене хирĕçле агитаци тунăшăн, советсене влаçран сирпĕтсе антарма хĕтĕртнĕшĕн, вĕсен ĕç-хĕлĕ тивĕçтерменни пирки çын умĕнче уççăн калаçнăшăн, влаçа хирĕçле саботажшăн, çавнашкал ытти ĕçшĕн» судпа явап тыттарнă — персе вĕлернĕ е тĕрлĕ çуллăха лагере хупнă. Тÿре-шара вĕсене «революцие хирĕçле ĕçсен» шутне кĕртнĕ. Ку статьяра шăпах çав материалсене тишкерес килет, мĕншĕн тесен «Тăван Атăла» вулакансен вăрçăн пафослă историне çеç мар, йÿçĕ чăнлăхне те пĕлмелле тесе шухăшлатăп. Малтанах çакна каласа хăваратăп: инкек тÿснĕ çынсен ачисемпе мăнукĕсене кÿрентерес мар тесе хушаматсене юриех улăштаратăп. Сăмах хăвăр ял, çывăх çыннăр е тăванăр çинчен пынине ăнланса илме ку пĕртте чăрмантармĕ. Кирлĕ пулсан документсене ЧР Патшалăх истори архивĕнче илме пултаратăр.
Сăмах мĕн çинчен пырать-ха? 1942-1945 çулсенче совет халăхне Хĕрлĕ Çара тата оборона промышленноçне пулăшма патшалăхăн çар кивçенне /заем/ тăватă хутчен панă. Чăваш АССР шалти ĕçсен халăх комиссарĕ С.Белолипецкий 1942 çулхи ака уйăхĕнче республикăн Халăх Комиссарĕсен Совечĕн председательне А.Сомова çапла çырса пĕлтернĕ: «…1942 çулта патшалăхăн çар заемне ял-хулара çырăнтарнă чухне çынсем пысăк хавхаланупа йышăннă. Çакăнпа пĕрлех хăшĕ-пĕри ăна сивлесе революцие хирĕçле калаçнă. Сăмахран, Вăрнар районĕнчи Ершепуç ялĕнчи М.Михеев колхозник актив пухăвĕнче: «Совет правительстви пирĕн ывăлсене вилме фронтаячĕ, халĕ укçа тăпăлтарса хамăра пурăнма памасть. Заема алă пусмастпăр. Пурте хирĕç пулатпăр», — тенĕ. Т.Макова колхозница Михеев майлă çаптарнă: «Ăна ирĕксĕрлесе илтерсен ывăлсене çакса вĕлеретĕп, кайран хам çине алă хуратăп». Иккĕшĕ те пухуран тухса кайнă.
Ершепуç ялĕнчи Л.Семенов ял совечĕн председательне: «Совет заемĕ кирлĕ мар мана, — тенĕ. — Ан та ÿкĕтлĕр. Пурпĕр çырăнмастăп, совет саккунĕсене йышăнмастăп. Тĕрлĕ налук пухса юлашки тире сĕветĕр. Çак самантра арестлесен те алă пусмастăп». Малалла вулас...

www.hypar.ru 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.