Комментари хушас

21 Чÿк, 2018

Хваттер хак калаçтарать

Чăваш Енре граждансене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ятран пулăшас тĕллевпе 2008 çулта Чăваш Республикин коммерци майĕпе усă куракан Патшалăх çурт- йĕр фондне йĕркеленĕ. Çапла майпа 2008 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2014 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне пĕтĕмĕшле лаптăк 106,3 пин тăваткал метрпа танлашакан 1988 хваттер 23 обьект хута янă. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн обČекчĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче тата Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче вырнаçнă. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă хăйсен конституци правине 5022 çын 1987çемье пурнăçлама пултарнă.
Патшалăх çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене коммерци мелĕпе тара илмелли килĕшÿсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче çурт-йĕр тĕлĕшĕнчен хĕсĕк пурăнакансем пек шута илнĕ çын-сене, çавăн пекех уйрăм категорири граждансене, сăмахран, бюджет сферин ĕçченĕсене, хваттер черетĕнче тăракан, çăмăллăхсемпе усă куракан çынсене, çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене, чрезвычайлă лару-тăрусенче шар курнă çынсене уйăрса панă.
Патшалăх çурт-йĕр фондне йĕркеленине пула хваттер условийĕсене лайăхлатма шухăшлакан, анчах кирлĕ пек хваттере тÿлесе илме пултарайман çынсем тара илмелли майпа хăтлă хваттерлĕ пулма пултараççĕ. Ун пек чухне тара илмелли килĕшĕве 5 çул иртнĕ хыççăн çĕнĕрен çырса тепĕр 5 çула тăсаççĕ.
Унсăр пуçне асăннă фондăн хваттерĕнче çулталăкран кая мар пурăнакан çынсем ăна сутмалли-туянмалли килĕшÿ тăрăх, енчен те вĕсен пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлев енĕпе парăмсем çук пулсан, тÿлесе илме пултараççĕ /çав шутра процентсăр тÿлесе татăлмалли вăхăта 10 çула тăсмалли майпа/.
Пурăнмалли хваттере каярах тÿлесе татăлмалли /рассрочка/ майпа туянни ипотека кредичĕпе туянакан тĕслĕхрен пайталлăрах. Паянхи кун тĕлне хваттерсене тÿлесе илмелли çакнашкал майпа тара илекенсен 35 проценчĕ усă курнă. Патшалăх çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене рынок хакĕпе сутаççĕ, ăна хаклавçă саккунсемпе килĕшÿллĕн палăртать, çав хушăрах асăннă хваттерте юсав ĕçне туни-туманни хак шутне кĕмест.
2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Патшалăх çурт-йĕр фончĕн хваттерне тара илмелли хак виçи /Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнчи 351-мĕш йышăнăвĕ тăрăх/ пысăкланать. Тĕслĕхрен, Шупашкарта /1 тăваткал метршăн/ вăтамран 57 тенкĕрен 93 тенкĕ таран ÿсет. Çакă асăннă фонда тытса тăма каякан республика бюджечĕн тĕрлĕ тăкакĕпе çыхăннă. Унпа пĕрлех Патшалăх çурт-йĕр фондне тара илмелли хак рынок хакĕсенчен йÿнĕрех. Çитменнине, хваттере тÿлесе илмелли условисем улшăнмаççĕ.
Шăпах çак ыйтупа хальхи вăхăтра тĕп хулара коммерци мелĕпе хваттерсене тара илсе пурăнакансем хутшăннипе пухусем иртеççĕ. Ăна П.Дементьев урамĕнчи 14-мĕш çурт умĕнче те йĕркелерĕç. Хак ÿсни халăха самай пăшăрхантарать. Ара, ку çуртсенче сахал тупăшлă, сусăр, нумай ачаллă çемьесем пурăнаççĕ-çке. Хака хăпартни вĕсене урама хăваласа кăларнипе танах. Мĕншĕн-ха ăна кăштах çеç мар, самаях ÿстерме палăртнă?
«Мĕншĕн тесен хваттере тара илмелли хака икĕ çул таран индексацилемен, — пĕлтерчĕ пухура ЧР юстици министерствин представителĕ Николай Павлов. — Çав вăхăтрах унтанпа лавккари хаксем темиçе хут та хăпарчĕç. Ку çуртсене республика укçи-тенкипе тунă. Вĕсене тытса тăма республика çулсеренех, уйăхсеренех тăкакланать-çке. Çитменнине, патшалăх çурт-йĕр фончĕн хваттерне тара илмелли хак рынокринчен йÿнĕрех пулать».
Пăшăрханакан халăх хваттере «рассрочка» мелĕпе туянасси пирки те кăсăкланчĕ. Сахал тупăшлă çынна ăна 10 çул процентсăр тÿлесе татмалли вăхăт çырлахтармасть паллах. Çитменнине, малтанхи тÿлев шайĕ те самай пысăк. Çавăнпа асăннă срока 15 çула тăсма ыйтрĕç. «Чăн та, ку ыйту пирки халĕ шухăшлаççĕ. ЧР Строительство министерстви ятарлă проект туса хатĕрлеме палăртать», — пĕтĕмлетрĕ сăмахне Николай Константинович. Малалла вулас...

Валентина МАКСИМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.