Комментари хушас

5 Çĕртме, 2014

СИГАРЕТСĂР ПУРНĂÇ ЧЫЛАЙ ЫРĂРАХ

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Табак тĕтĕмсĕр пурăнмалли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă турăмăр. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пуçарăвĕпе 1987 çултанпа ирттереççĕ. Тĕллевĕ - халăха çак йăлан сиенĕ, вăл чир патне кăна мар, вилĕм патне илсе пыни пирки тепĕр хут анлăн аса илтересси.

Этемлĕх уçлăха та вĕçет, океан тĕпне те анать, çут çанталăкри хăрушă пулăмсемпе те, йывăр чирсемпе те ăнăçлă кĕрешет. Анчах шелсĕр тăшмана ниепле те çĕнтереймест. Çак тăшман - эпир хамăр. Сывлăха шухăшламасăр аркататпăр, пурăнас кунсене кĕскететпĕр.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - тĕнчере табак туртнипе пуçланнă чирсене пула çулталăкра 3 миллиона яхăн çын вилет. Раççей Федерацийĕ пирус туртасси уйрăмах анлă сарăлнă çĕр-шывсен йышне кĕрет. Тĕрлĕ регионта арçынсен 60-82 проценчĕ, хĕрарăмсен 25-30 проценчĕ туртать. Юлашки çулсенче çак хисеп хĕрарăмсемпе çамрăксен шучĕпе ÿссех пырать. Шкул ачисене илес пулсан вĕсен 30 проценчĕ пĕрремĕш сигарета 12 çулчченех çăвара хыпни паллă.

Сигарета парăнни - питĕ çивĕч ыйту. Пуç мимине никотин пуринчен те вăйлăрах витĕм кÿрет. Туртма пуçланăранпа вăхăт ытларах иртнĕ май никотин пуç мимин клеткисене кĕске вăхăтлăха кăна хавхалантарать, нерв клеткисем питĕ хăвăрт хавшаççĕ. Пуç мими никотина тата ытларах ыйтма тытăнать. Çапла вара чĕлĕмçĕн ăс-тăн ĕçĕ хавшать, час-часах пуç ыратать, кăмăл япăхать, ĕçлес туртăм чакать, ыйхă пăсăлать.

Пысăк стажлă чĕлĕмçĕсен 24 сехете яхăн туртмасан хăйне евĕр синдром пуçланать: канăçсăрлăх туйăмĕ, тĕлĕнмелле вăйлă туртас килни, чăтăмсăрлăх, тимсĕрлĕх аталанаççĕ, пуç ыратать. Анчахрах туртма тытăннисем вара хăйсен сигарет туртăмĕ çук, кирек хăш самантара та пăрахма пултаратпăр тесе шухăшлаççĕ. Шел те, каллех çак сиенлĕ йăла патне таврăнаççĕ.

Сигаретран сивĕнме çăмăл мар пулсан та çăлăнма пулать. Çак йĕркесене пăхăнни пулăшма пултарать.

1.Сигарет туртма пăрахмалли куна палăртса хурăр.

2. Хăвăра малтанхи кунсенче чĕлĕм шухăшĕнчен пăрма пултаракан ĕçсем палăртăр.

3. Сигаретпа çыхăннă япаласене курăнмалла мар пытарса хурăр.

4. Шыв çителĕклĕ ĕçĕр.

5. Ытларах хускалăр, тренажер залне кайăр, уçăлса çÿрĕр, шывра ишĕр.

6. Оптимист пулăр: никотинран сивĕннĕ чухнехи туйăмсем кăмăллах мар, анчах вĕсем сирĕн организм сывалса пынине палăртаççĕ. Пĕр-икĕ эрнерен канăçсăрлăх иртет.

7. Вăхăтлăха кулленхи йĕркесене улăштарăр, кашни ир ĕçе çула май сигарет туянма хăнăхнă пулсан урăх маршрут суйласа илĕр.

8. Каллех туртма сăлтав ан шырăр. Стресс е уяв кивĕ йăла патне таврăнмаллине пĕлтермеççĕ. Çăвара пĕр сигарет кăна хыпсан та алă иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ ... патнелле туртăнатех.

 

9. Хăвăра савăнтарăр. Малтан сигарет илме тăкакланă укçапа кăмăл туртакан япала туянăр.

10. Мĕн çинипе тимлĕ пулăр. Апатсен хушшинче çырткаласа илес килсен улма-çырла кăна çийĕр.

11. Сигаретран ирĕклĕ кашни кун сывлăхăра, çемйĕре, пурлăхăра усă кÿнине асра тытăр. Çĕнĕ пурнăç пуçлăр. Тĕнче мĕн тери илемлĕ, сигаретсăр пурнăç мĕн тери ырă.

Темĕн пек тăрăшсан та сиенлĕ йăларан сивĕнме май килмест пулсан шанчăка ан çухатăр. Республикăн наркологи диспансерĕн специалисчĕсенчен пулăшу ыйтма пултаратăр. Диспансер адресĕ: Шупашкар, Пирогов урамĕ, 6* телефон: 23-41-68. Хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен анонимлă уйрăм: Ленин проспекчĕ, 25* телефон: 62-56-19. Ачасемпе çул çитмен çамрăксен уйрăмĕн телефонĕ: 62-63-63.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.