Комментари хушас

20 Чÿк, 2018

«Кĕмĕл калем» ăмăртура Гран-прие тивĕçнĕ


Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе /вырăс чĕлхи те кĕрет/ вĕрентекенĕсен хушшинче «Кĕмĕл калем» ăсталăх класĕ иртет. Çĕршыври шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ĕçлекен пултаруллă педагогсене пухать вăл. Çак кунсенче черетлĕ хут вĕрентÿ ăстисем пĕр лапамра тĕл пулнă.

Ăсталăх класĕнче хăйсен пултарулăхĕпе пирĕн ентешсем те паллаштарнă. Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Александр Степанов Гран-при çĕнсе илнĕ. Çак конкурса вĕренекенсем те хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта ăс пухакан Дарья Яковлева /ертÿçисем — чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Ирина Коньковăпа вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Татьяна Якунина/ А. Пушкин сăввине тăван чĕлхепе вуласа 3-мĕш вырăн йышăннă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: