Комментари хушас

5 Çĕртме, 2014

Прагăран - медальсемпе

Чăваш Ен каратисчĕсем сетокан енĕпе иртнĕ Европа ăмăртăвĕнчен медальсемпе таврăннă.

Ку хутĕнче турнира Чехин тĕп хули йышăннă. Унта 20 çĕр-шывран 700 ытла спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне ЧР хĕвел тухăç кĕрешĕвĕн федерацийĕн спорт клубĕнче ăсталăха туптакан 4 çамрăк хÿтĕленĕ, хăйсен ушкăнĕнче кашниех медаль çĕнсе илнĕ. Чи çамрăк каратист, Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Александр Максимов ката тупăшăвĕнче - «ылтăна», кумите енĕпе «бронзăна» тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи чылай ăмăрту çĕнтерÿçи Никита Беловещев пуринчен вăйлăрах пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕ: 9 çула çитмен яшсен йышĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Тепĕр ентеш Артем Осипов ката турнирĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă, 15-ри Дмитрий Петров та пухмача «бронзăпа» пуянлатнă.

А.ПЕТРОВ.

Ветерансем канашланă

Етĕрнере республикăн агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн правленийĕн конференцийĕ иртнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов унта пухăннисене АПКри лару-тăрупа паллаштарнă, çур акине пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрлешÿ председателĕ Василий Шадриков правленин икĕ çулхи ĕçĕ çинчен каласа панă. АПК ветеранĕсен организацине йĕркелес текенсем министерствăна 2011 çулхи авăн уйăхĕнче пуçарупа тухнă. Аграрисен республикăри ведомствинче ăна хапăл тусах йышăннă. Ветерансене пухăнма зал уйăрнă, ытти ыйтăва татса пама пулăшнă. Ĕçе малалла йĕркелесе пыма ушкăн йĕркеленĕ. Унта ял хуçалăх министрĕ пулнă П.Ивантаева, агропромăн ытти ветеранне кĕртнĕ. Часах правленин йĕркелÿ конференцийĕ иртнĕ. Пĕрлешĕве ертсе пыма ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă В.Шадрикова суйланă. Икĕ çулта правлени АПК пенсионерĕсене темиçе те пуçтарса тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă.

 

Суйлавпа отчет конференцийĕнче пĕрлешÿ уставне улшăнусем кĕртессине сÿтсе явнă, ертсе пыракан органсене çĕнетнĕ.

С.СЕРЕГИН.

 

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ

Çамрăксен пуçарулăх центрĕнче студентсен канашĕсен ертÿçисен юлашки ларăвĕ иртнĕ. Унта вĕсем вĕренÿ çулĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Студканаш председателĕсем учрежденисенче çамрăксене общество пурнăçне хутшăнтарас енĕпе ирттернĕ мероприятисемпе тата хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хумхантаракан ыйтусене хускатнă. Тĕл пулура студентсен чи лайăх пĕрлешĕвне те палăртнă: кăçал ку ята И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсен конгресĕ тивĕçнĕ. Малтанхи çулсенче хастаррисен йышĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, Санкт-Петербург патшалăх экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕ, коопераци техникумĕ пулнă. Ларура çавăн пекех кĕске фильмсен «Асăну кадрĕсем» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Сумлă парне хуçи - Шупашкарти машиностроени техникумĕ, сценари çырса Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕсем, режиссура енĕпе Улатăр ял хуçалăх техникумĕн вĕренекенĕсем палăрнă.

Е.АНДРЕЕВ.

 

«Вирьял шевлисем»

Çакнашкал ятпа Элĕк салинче чăваш эстрада юррисен фестивалĕ çулсерен иртет. 1995 çулта район юрăçисен конкурсĕ евĕр йĕркеленнĕскер паян унта тĕрлĕ регионти пултаруллă вун-вун артист хутшăнать.

Кăçал Чăваш Ене Ульяновск, Сарă ту облаçĕсенчен тата Красноярск крайĕнчен килнĕ, фестивальте пурĕ 27 вокалист хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă. Гран-прие Патăрьел тăрăхĕнчи çамрăк артист Сергей Лекарев тивĕçнĕ. «Чи лайăх вокалист» номинацире Ульяновск облаçĕнчи София Афанасьева çĕнтернĕ, ăна I степень Дипломпа чысланă. Чи ăнăçлă дуэт та Чĕмпĕр тăрăхĕнченех - çÿлерех асăннă пикепе Вячеслав Конюхов. Юрăсем хайласа хăйсемех шăрантараканнисен хушшинче Комсомольскинчи Дмитрий Лукиянова палăртнă, куракансем килĕштернĕ чи лайăх юрăçсем Улатăр, Вăрмар, Вăрнар, Элĕк районĕсенче пурăнаççĕ. Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн Елчĕк артисчĕсене ятарлă парнепе хавхалантарнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.