Тăлăхсене кÿрентерме юрамасть
Республикăра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен йышĕ 2032 çынпа танлашать. Вĕсенчен 1318-шĕн тÿлевсĕр майпа хваттер е çурт илмелли право пур. Саккунпа çирĕплетнĕ правăна тивĕçтересси мĕнле пурнăçланать? Çак ыйту ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче тĕпре пулчĕ. Ăна Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.
Строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Максимов Мускавпа тунă килĕшĕве тĕпе хурса кăçал республикăна тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн федераци бюджетĕнчен 53,5 миллион тенкĕ уйăрма палăртнине çирĕплетрĕ. Республика бюджечĕн тÿпи 3,4 миллион тенкĕпе танлашмалла пулнă. Çак укçапа 55 тăлăха хваттерлĕ тума планланă. Чăннипе вара хальлĕхе республика Мускав вырăнне те хăйĕн укçине хывнă: 93 миллион тенкĕ ытла — палăртнинчен 27 хут нумайрах. Çавна май çĕршыв хыснинчен уйăракан укçапа пĕрле 146 миллион тенкĕ ытла пулмалла — пурăнмалли кĕтеслĕ ачасен йышĕ те пысăкрах пуласси куçкĕрет.
Тăлăхсене телейлĕ тумалли укçан пысăк мар пайĕпе, 50 миллион тенкĕпе, кăна усă курнă. Владимир Михайлович Шупашкар хулинче 28 тăлăха хваттерпе тивĕçтермелли контракта халĕ те туманни пирки пĕлтерчĕ. Виçĕ хут аукцион йĕркелесе те ыйтăва татса парайман.
«Çынсем вара кĕтеççĕ…» - кăмăлсăрланчĕ Иван Моторин. Вăл хваттер туянма хысна уйăракан укçа çителĕксĕррине ăнланать — тăваткал метр хакĕ пĕчĕк. Эппин, строительство организацийĕсемпе калаçмалла.
Администраци пуçăлăхĕн заместителĕ Алексей Маклыгин ĕçлесе çитереймен тенине хирĕçлемерĕ, çулталăк вĕçлениччен тăлăхсен палăртнă йышне хваттерлĕ тăвасса шаннине палăртрĕ.
Республикăра нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр хваттер парасси те уксахлать — уйăрнă 62 миллиона яхăн тенкĕрен 26 миллионне кăна тăкакланă. Вăрнар, Шупашкар районĕсенче тивĕçлĕ контрактсем туманнине кура вĕсем валли тесе палăртнă укçана ытти муниципалитета пама тивнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Правительство пуçлăхĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимр Максимова асăрхаттарсах каларĕ: кăçал тăлăхсем валли уйăрнă укçапа тухăçлă усă курассишĕн эсир пайăррăн явап тытатăр.