Комментари хушас

19 Чÿк, 2018

Тĕрĕллĕ пурнăç, тĕрĕллĕ шăпа

Кашни çын пурнăçĕ — хăй пĕр кĕнеке. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăлармасть шăпа… Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă Анастасия Андреева та ачалăхне таврăнма ыйтсан пĕр савăнăçпа хĕмленет, пĕр тунсăха путать.

«Ершов Ваççа лашисем»

«Атте вырăнти хуçалăхра трактористра ĕçлетчĕ, — иртнĕ кунсене куçĕ умне кăларать Анастасия Васильевна. — Йĕрке питĕ çирĕпчĕ. Колхозра ĕç вĕçленмесĕр техникăпа килте усă курма та, ял халăхне пулăшма та юрамастчĕ. Ĕç вăхăтĕнче вара кашни самант шутра-çке. Паянхи пекех тухать куç умне: анне, аппа тата эпĕ вăрмантан выльăх апачĕ таратайккăпа /икĕ урапана тĕнĕлпе çыхăн-тарнă хатĕр. — Авт./ турттаратпăр. Тăватă шăллăм пĕчĕкрех. Пире курсан ял халăхĕ çаплах калатчĕ: «Ершов Ваççа лашисем килеççĕ», — тетчĕç.
Кун каçа таçта та çитсе çапăнакан ачи-пăчине куçран вĕçертмесĕр асăрхайман, паллах, анне. Шыв- шур хĕррине вара хытарсах аслисемсĕр кайма хушмастчĕç. Анчах ача-пăча итлет-и? Пĕрре çапла икĕ шăллăмпа шăмпăлтатнă хушăра пĕри çухалнине асăрхарăм. Ара, путать-иç тăванăм! Мĕн тăвас?

Хам та ишме пĕлместĕп. Çапах шухăшласа тăма вăхăт çук. Тытрăм та сикрĕм шалалла. Пĕве тĕпĕпе — шыв айĕпе — утса шăллăма çыран хĕррине сĕтĕрсе тухрăм. Пиллĕкмĕш класра вĕренетĕп ун чухне, шăллăм — иккĕмĕшĕнче. Путакан çынна мĕнле çăлмаллине шкулта вĕрентни аса килчĕ — хайхискерне хăстарма тăрăшрăм. Пĕр самантран сывласа ячĕ. Киле хăй тĕллĕнех уттарса кайрăм. Аслисене çакăн çинчен каласа кăтартсан хăвăртрах «Васкавлă пулăшу» чĕнчĕç.

Чăн та, тăванăм ырăпа тавăрма «нумай кĕттермерĕ». Хам та кантăр хутнă пĕвере шыв айне пултăм. Ун чухне вара мана шăллăм хăтарса хăварчĕ, унсăрăн тухаймастăм. Çапла пĕр-пĕрин пурнăçне çăлса çитĕнтĕмĕр ултă ачаллă çемьере».
Вилĕм çири кĕперен те çывăх тесе ахальтен каламасть чăваш. Çакна Анастасия Васильевна темиçе хутчен те хăй чăтса ирттернĕ. Амăшне — вилĕмрен, кил-çурта пушартан çăлса хăварма та пÿрнĕ ăна.
«Газ плитинчен çулăм аннен çанни çине куçнă. Эпĕ шăп çав самантра çитсе кĕмен тĕк мĕн пулатчĕ-ши? Хăвăрт хыпса илнипе çухалса кайнă курăнать хăй. Çунакан аннене курсан малтан унăн япалисене сÿнтертĕм, унтан — газ плитине. Анне ним тума пĕлмесĕр вĕçĕмсĕр: «Ах, Надя», — тесе кăна ларать. Килте мана çапла чĕнетчĕç…»
Инкекĕ вара хыççăнах çÿренĕ тейĕн. Ÿссе çитсен пĕррехинче яла кайма тухнă. Тин çеç çумăр çуса кайнă. Лачакаллă вырăнта машина пăр çинчи пек выляса кайнă, кустăрмисемпе месерле ÿксе çул хĕррине çаврăнса аннă. Йĕтес шăмми ыратнипе тăна кĕнĕ хĕрарăм. Хуçăлнă- мĕн. Больницăна илсе çитерсен вара тата çакă палăрнă: çурăм шăмми 12 /!/ çĕртен аманнă. Çак хыпара илтсен хĕрарăм чунĕнче мĕн пулса иртнине пĕр хăй кăна пĕлет. Ачисем пĕчĕк. Хăй çамрăк. Умра малашлăх пулмаллаччĕ пек…
«Кăçал Иркутск тăрăхĕнче иртнĕ курава çак сăлтавпах хам хутшăнаймарăм — автобуспа кайрĕç те, эпĕ вара çула тухма хăрарăм, — иртнине халĕ те çÿçенмесĕр аса илеймест Анастасия Васильевна. — Çул çинчи инкек хыççăн ура çине тăрăп тесе шухăшламан та… Телее, ачамсене хамах пăхса çитĕнтертĕм. Паянхи кун та юратнă ĕçрех вăй хуратăп акă». Анастасия Васильевна 1977 çултанпа «Паха тĕрĕ» предприятире ĕçлет. Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна ÿнерçĕ тивĕçĕсене шаннă.

Ĕмĕтсем çунатлă

«Ача чухнех пуласлăха çирĕп палăртнă эпĕ: виçĕ ĕмĕт илĕртетчĕ мана — артистка, пир тĕртекен, ÿнерçĕ. Пĕрремĕшĕ паллă-ха, пĕр хĕрача та артистка пулма хирĕç мар ахăр. Пир тĕртесси вара çывăх çыннăмсемпе çыхăннă. Пирĕн килте ятарлă станок яланах пулнă. Кукамайпа анне ĕçлетчĕç унпа. Пасарта йĕтĕн, кантăр çипписем туянатчĕç те вĕсене сăрлаттăмăр, урайне, сак çине сармалли тата ытти те тĕртеттĕмĕр. Анне кĕпе валли те хатĕрлетчĕ.
Ÿнерçĕ çулĕ вара ентешĕме пула илĕртнĕ тен. Ялта Кокшин текен художник пурччĕ. Районта татах та ÿнерçĕсем паллăччĕ. Ăсталăха аталантарма вара аннех пулăшнă. Пĕчĕк чух пушă вăхăтра яла-нах мĕн те пулин ÿкерттеретчĕ — ахаль ларасран. Шкулта стена хаçачĕсене илемлететтĕм. Алă пырасси юнрах пулнă-тăр. Анне тума пĕлмен ĕç çукчĕ. Тĕртнисĕр пуçне çăпата хуçма та, кăмака купалама та маçтăрччĕ. Апат чĕлхе çăтса ямалла хатĕрлетчĕ. Тĕп сакайĕнче пичи-пичкипе, катки-каткипе тăварланă, йÿçĕтнĕ çимĕç, варени, миххи-миххипе мăйăр упранатчĕ. Кукамай та çаплах ăстаччĕ. Пурнăçăмпа, тĕрĕссипе, шăпа хуçаланчĕ-тĕр…
Малтанах пĕрремĕш ĕмĕтĕм çула йыхравларĕ… Ачаранпах юрланăскер музыка училищине вĕренме кĕмешкĕн тĕв тунăччĕ. Ыран экзамен тенĕ чух Лакрей паркĕнчен таврăннă май çумăр айне лексе шăнтăм. Ир тăнă çĕре сассăм çĕтсе ларнă. Юрлас шухăш-и унта? Музыка училищине лекесси çапла пăчланчĕ. Çĕрпĕве кайса пăхма сĕнчĕç те, унта темшĕн каяс темерĕм.
Аттен йăмăкĕ пир-авăр фабрикинче ĕçлетчĕ. Мана та хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. Анчах та унта тиркерĕç. «Пĕчĕккĕ, кунта ĕçлеймест», — терĕç. Шухăшлатăп та, унта юлнă тăк виççĕмĕш ĕмĕте пурнăçа кĕртейместĕмччĕ пуль. «Паха тĕрĕ» фабрикăна юлташпа пĕрле кайрăмăр. Аппа унта ĕçлетчĕ. Тÿрех йышăнчĕç. Ăсталăхăма асăрхасан художника вĕренме кайма сĕнчĕç. Мускава. Çакна пĕлсен анне савăнчĕ çеç: «Кай, малалла аталанмалла. Укçа ыйтăвне татса парăпăр», — терĕ. Калинин ячĕллĕ ÿнерпе промысла училищин иккĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне Олимпиада символне — Упана — ÿкертĕм. Пирĕн ушкăнăн стена хаçачĕ çапла пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Вĕренсе пĕтерсен каяллах таврăнтăм. Çапла виçĕ ĕмĕте те пурнăçа кĕртрĕм темелле. Юрлама нихăçан та пăрахман. Станок умĕнче те ĕçлесе куртăм. Халĕ вара чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене тĕпчетĕп».

Çĕр пин эреш хушшинче

«Тĕрлеме те ачаранах килĕштернĕ, — тăсăлать малалла калаçу. — Самана улшăннă май пир тĕртесси пĕтсе-пĕтсе пычĕ… Художника куçарчĕç. Çапла кăмăл турамĕ профессие çаврăнчĕ. В.Минеева, Т.Петрова çумĕнче ăсталăха туптарăм. Е.Ефремова ĕçĕсене тишкертĕм. Хама А.Ильбекова вĕренекенĕ тесех калатăп».
Кашни ÿнерçĕн — хăйĕн почеркĕ. Чăвашăн çĕр пин тĕрĕ теççĕ. Çак анлăшра çухалса каймаççĕ А.Андреева ĕçĕсем. Тĕнчипе паллă ăстасен М.Симаковăн, Т.Петровăн ĕçĕсен хушшинче уйăрса илеççĕ унăн тĕрри-çĕввине. Кĕçех Анастасия Васильевна хăй те чи лайăххисен йышне кĕрет.
Республика кунне уявланă май иртекен «Руç ăстисем» конкурса хутшăнать вăл. Услови — ăстаçăн япалана 8 сехетре хатĕрлемелле. Мĕн янтăлассине, паллах, малтанах палăртнă вăл — сехете чă-ваш тĕррипе илемлетмелле. Çакна мĕнле пурнăçламаллине те шухăшласа тупнă. Анчах та хаклакансем унăн ĕçне дипломпа кăна палăртнă. «Кун пек ĕçе çак вăхăтра нимле майпа та вĕçлеме çук», — тенĕ Мускавран килнĕ хĕрарăм. Кÿреннĕ Анастасия Васильевна. Анчах çилленнипе çил арманĕ лартаймăн.

Кÿреннĕ те — парăнман

«Парăнма анне хушман», — шÿтлет хĕрарăм. 2014 çулта Мускавра иртнĕ çакăн йышши конкурса хутшăннă вăл. Каллех тĕрĕллĕ сехет хатĕрленĕ. Жюрире çав хĕрарăма асăрхасан, каллех ĕçне пăрахăçласран сыхланса, хăйне сăнасах тăма ыйтнă. 8 сехетре янтăласа çитернĕ тĕрĕллĕ сехете. Хальхинче çапах та хăй çĕршыв шайĕпех чи лайăххи, чи маттурри пулнине ĕнентерме-çирĕплетме пултарнă чăваш хĕрарăмĕ.
Çапла хăй те сисмесĕрех тенĕ пек тĕрĕ тĕнчине пуçĕпех путнă А.Андреева. Яланах вĕренме, çĕннине шырама ăнтăлаканскер ятарлă кĕнекесем вуланă, архивсенче чакаланнă. Майĕпенех чăваш тĕррин пур çĕввине те алла илнĕ. Ĕмĕрсен хушшинче юнра упранса юлнă информаци те сăрхăнса тухма пуçланă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ. Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.