Комментари хушас

19 Чÿк, 2018

12 пике, 12 наци, 12 культура…

Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин тĕп хулинче «МИСС INTERNATIONAL – UFA» конкурс финалĕ иртĕ. Унта 12 халăх хĕрĕпе пĕрле чăваш чиперукĕ, Пушкăртри ентеш Екатерина Емельянова та хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ, чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарĕ.

Екатерина З.Г. Исмаилов ячĕллĕ Ĕпхÿри искусствăсен институтĕнче вĕренет, професси шайĕнче вокал ăсталăхне алла илет. Вăл чăваш халăх юррисене илемлĕ шăрантарнисĕр пуçне фольклорпа та кăсăкланать. «Мĕн пĕчĕкрен аннепе асанне чăваш халăх юррисене шăрантарнине итлесе ÿсрĕм, хам та вĕсем хыççăн юрлама тăрăшаттăм. Шăп çавăн чухне тăван халăх культурипе паллашма тытăнтăм. Нумай пулмасть аннепе иксĕмĕр Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен фольклорне пухма тытăнтăмăр. Аслă ăрури çынсем пирĕнтен уйрăлнăçемĕн халăх йăли-йĕрки, юрри-сăвви те çухалма пултарать-çке.

Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем пурнăçĕ юрă-кĕвĕпе çыхăнса тăнă. Музыка инструменчĕ те сахал мар тăван халăхăн. Ĕлĕк-авал анлă сарăлнисенчен пĕри вăл — шăпăр. Унпа туйсенче тата ытти уявра усă курнă. Шăпăрçă хисеплĕ те сумлă çын шутланнă. Анне каласа панă тăрăх, совет саманинче унăн тăван ялĕнче пĕртен-пĕр шăпăрçă пулнă, ăна Хрисан пичче тесе чĕннĕ.

Шăпăр сасси уявсене чăваш сĕмĕ кĕртет. Хамăн туйра та шăпăр сасси янăрасса хытă ĕмĕтленетĕп!» — чăваш хĕрĕн кашни сăмахĕнче тăван халăха, унăн йăли-йĕркине сума суни уççăн палăрса тăрать.

www.hypar.ru

Рубрика: