Кÿршĕ кăмăлсăр…
Нумаях пулмасть çĕр лаптăкĕ туянтăмăр. Кÿршĕ хĕрарăмĕн шухăшĕпе — эпир унăн çĕрĕ çине кĕрсе кайнă. Пирĕн лаптăкăн малтанхи хуçи каланă тăрăх — вăл 2006 çулта чикĕсене палăртнă. Çавăнтанпа чикĕ улшăнманнине мĕнле ĕнентермелле-ши?
И.ТИМОФЕЕВА.
Вăрмар районĕ.
Сергей ВАСЮКОВ, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн çĕр йĕркелÿ тата çĕр сăнавĕн, геодезипе картографи пайĕн пуçлăхĕ хуравлать:
- Çĕр лаптăкĕн чиккисене улăштарман тăк кадастр ĕçĕсене тепĕр хут пурнăçламалла мар. Тавлашуллă ыйтăва 2008 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрленĕ çĕр йĕркелÿ ĕçĕсемпе, вĕсем Даннăйсен патшалăх фондĕнче упранаççĕ, усă курса татса пама пулать. Çав сведенисене алла илсен сирĕн çĕр лаптăкĕн чиккисене 2006 çултанпа улăштарманнине çирĕплетме пултаратăр.