Комментари хушас

7 Чÿк, 2018

Таркăн

Вăрçă çулĕсенче ятарлă комисси пирĕн И.Сталин ячĕллĕ колхозри лайăх утсене килсе суйланă. Вĕсене вут-çулăм хирне ăсатмашкăн Çĕрпÿ çывăхĕнчи станцăна хăваласа кайнă. Сыввисен, тĕреклисен ушкăнне Смелый ăйăра та çырса хунă.
Унпа выртмана, çывăхри шĕшкĕ катине, 12 çулти Ленькка Коротков çÿренĕ. Янавара турта хушшине тăма та вăлах вĕрентнĕ. Çуркунне суха та тунă.
Тăватă ураллă çĕршыв «хÿтĕлевçисене» Энĕшкасси вăрманĕнчи çулпа илсе кайнă. Çав вăхăтра Смелый ушкăнран уйрăлса темиçе хутчен те вăрманалла тарнă. Анчах Ленькка йыхăрнине илтсен тăпах чарăннă.
Михайловка станцинче лашасене тавар вакунне тиенĕ хушăра Смелый каштасене тапса хуçнă, тарнă. Хуçи йыхăрнине те, пуйăс кăшкăртнине те хăлхине чикмен лаша.
«Дезертир ут» виçĕ кун ял урамĕсемпе ĕрĕхсе, кĕçенсе çÿренĕ теççĕ. Лаша вити патне те пырса тухнă вăл. «Смелый тусĕсем çуккишĕн куляннă, куççульленнĕ», — аса илнĕ çав саманта Максим Иванович вырăнти конюх. Анчах хăваласан та, йыхăрсан та витене кĕме шикленнĕ ăйăр. Ĕрĕхсе, тулхăрса Киремет урамĕ еннелле вĕçтернĕ. Унти çăл шывне ĕçсе ăш-чикне лăплантарнă. Ун хыççăн выртмана çÿренĕ вырăна васканă. Ара, çамрăк хуçи ăна кунта кĕтнĕ-çке…
Икĕ салтак-конвоир яла каллех çитнĕ. Колхоз ертÿçи Ефим Фадеев умне чĕркуçленсе: «Тытса парăр таркăна. Унсăрăн пире çар трибуналĕ лекет!..» — тесе йăлăннă.
Çапла, ăйăра вăрçа ăсатнă. Шел, вут-çулăм хирĕнчен каялла таврăнайман вăл. «Ăçта пуç хучĕ-ши манăн Смелый?» — час-часах аса илетчĕ тусĕ пирки Ленькка…

www.hypar.ru

Анатолий МАКСИМОВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ, Вăта Пукаш ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.