Комментари хушас

Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту - республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси.

Шучĕпе ку кăçалхи бюджетăн виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ пулчĕ — хысна харăсах 1,7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланассине ырларĕç. Çав шутра 1,6 миллиард тенкĕ — республикăн хăйĕн тупăшĕн шучĕпе. «Лайăх кăтарту. Вăл эпир кĕтнинчен — иртнĕ çул вĕçĕнче палăртнинчен — лайăхрах, — кăмăллăн палăртрĕ Михаил Васильевич. — Çакăнта «вăрттăн» ĕçлеве тăрă шыв çине кăларас енĕпе ĕçленин витĕмĕ те курăмлă. Уççăн ĕçлекенсем йышланса пыраççĕ».

Хушма укçан пысăк пайĕ, 1 миллиард тенкĕ, промышленноç производствине аталантарма, регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме кайĕ. 700 миллион тенкĕ — муниципалитетсен вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем валли. Çав шутра 247 миллион — вĕсен хăрушсăрлăхне, право йĕркине тивĕçтерме. Архангельскри, Керчьри, Çыранçи Чаллăри хăрушă та шавлă преступленисем хыççăн ку тăкаксем вырăнли пирки никам та иккĕленмĕ. Пĕтĕмпе вара бюджетсен хушшинчи трансфертсен калăпăшĕ кăçал 20,5 миллиард тенкĕпе танлашĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 27% пысăкрах.

Михаил Игнатьев «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Ене çитес виçĕ çулта 2,44 миллиард тенкĕ ытла уйăрса парасси пирки пĕлтерчĕ.

Çав шутран 750 миллион тенкине республика çитес çулах илĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енĕн икĕ строительство обьекчĕ федерацин 2019 çулхи инвестици программине кĕнĕ. Тĕп хулари ачасен ифекци брольницине реконструкцилеме тата хулан тĕп больницин поликлиникине тума Мускав укçапа пулăшассине çирĕплетнĕ. Çакă, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, «РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленин, эпир хамăрăн обязательствăсене пурнăçланин кăтартăвĕ».

Çĕнелекен бюджет параметрĕсемпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 49,4 миллиард тенкĕрен иртмелле — 2017 çулхинчен 12,4% пысăкрах. Тăкаксем вара — 50,6 миллиард тенкĕ ытларах /хушăм — 15,5% шайĕнче/. Бюджетăн тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче Светлана Александровна вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тăкакĕсене асăнчĕ. Çав шутра бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнин тăкакĕсене те шута илнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: