Комментари хушас

 

"Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен турнирта арçынсем икĕ енлĕ кĕрешÿре тупăшаççĕ, ветерансем вăй виçеççĕ. Помост çине Раççейри кăна мар, тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем тухаççĕ.

Аркадий СЕМЕНОВ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ, тренер /Санкт-Петербург/:
- 1995 çулта Шупашкарта кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕччĕ. Эпĕ унта пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Тепĕр 20 çултан Чăваш Ене хамăн вĕренекенсене илсе килтĕм. Кăçал турнирта судья пулса ĕçлетĕп. Ман вĕренекенсем кунта лайăх результатсем кăтартаççĕ.
Дмитрий ЧАЩИН, РФ спорт мастерĕ /Саранск/:
- Шупашкарта иртекен ăмăртусенче эпĕ пĕрре мăр хутшăннă. Кунтах эпĕ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм. Чăваш Енре пултаруллă тренерсем ĕçлеççĕ. Мана Улатăрти Валерий Притуленко пулăшса пырать. Хамăр хулари спорт клубĕнче кире пуканçăсен секцине йĕркелерĕм.

www.hypar.ru

Кире пуканĕ йăтас енĕпе Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри XXXV турнира ирттерме пулăшнăшăн пирĕн спонсорсене тав тăватпăр:
1. ООО "Торговый дом "Брикс" - во главе генерального директора Ермолаева Кирилла Владимировича.
2 АО "АККОНД" - во главе генерального директора Иванова Валерия Николаевича.
3. Чувашпотребсоюз - во главе Председателя совета Павлова Валерия Михайловича.
4. ООО "Строительная фирма "Комплекс" - во главе директора Гордеева Валерия Николаевича.
5. ОАО "Тароупаковка" - во главе генерального директора Таланова Олега Борисовича.
6. ООО "Белкофф" - во главе коммерческого директора Толстого Олега Вячеславовича.
7. Клиника "Дент-а-Мед" - во главе главного врача Зорина Юрия Александровича.
8. КФХ Семенова В.Н.Энежъ, Козловский район - во главе руководителя Семенова Василия Николаевича.
9. Юридическая фирма "Адамант" - во главе генерального директора Тимофеева Александра Викторовича.
10. Сеть магазинов "Спорттовары" - во главе руководителя Александрова Дмитрия Викоторовича.
11. КФХ Санзяпова Р.Ш., Батыревский район, во главе руководителя Санзяпова Решита Шайхулловича.
12. КФХ Иванова В.А., Урмарский район, во главе руководителя Иванова Владимира Анатольевича.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: