Пулăшусăр кĕтÿ пысăкланаймĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Андрей Григорьев фермер КФХ йĕркеленĕренпе иртнĕ уйăхра виçĕ çул кăна çитрĕ пулин те ĕне выльăх шутне çĕр пуçран ирттерме мехел çитернĕ.
Хăй кунтисем мар, Комсомольски салинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ халĕ те унтах кун кунлать.
— 2003 çулта коопераци институтне вĕренме кĕнĕренпе Шупашкарта пурăнатăп, — пĕлтерчĕ Андрей Вячеславович. — Тавар сорчĕсене, пахалăхне тĕрĕслекен эксперт ял хуçалăхĕпе çыхăнманран фермер пирки аса та илмен эпĕ ун чухне. Диплом илсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм. Пĕр вăхăт ытти çамрăк пекех Мускавра вăй хутăм. 2010 çулта тин хам специальноçпа ĕçе вырнаçрăм — малтан «Перекресток» лавккара — директор, унтан «Мегастрой» пĕрлешÿре управляющи заместительне çитрĕм. Шалу япăх пулман-ха, анчах манăн та хăш-пĕр ырă юлташ пек хамăн ĕçе уçас килчĕ. Çапла 2015 çулхи юпа уйăхĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ чăмăртанчĕ.
Район центрĕнче çитĕннĕрен чăвашла калаçсах каймасть, анчах сăмахланине лайăх ăнланать. Ваттисен сăмахĕсене аван пĕлет. «Пĕччен хулă хуçăлать», «Халăхпа вĕрсен хапха та уçăлать», ытти те. Вырăнти Михаил Тагеев фермерпа вăл çывăх туслашнă. Михаил Леонидович ăна кĕтĕве ÿстерме те, выльăх апачĕпе тивĕçтерме те нумай пулăшнă. Кăçал та пулăшрĕ. Андрей Григорьев пĕлтĕр «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа килĕшÿллĕн грант çĕнсе илнĕ, унпа тĕллевлĕн усă курнă.
— Кăçалхи хĕл уйăхĕсем йывăр вĕçленчĕç. Сăмах выльăх апачĕ пирки мар. Сĕт хакĕпе çыхăннă, — терĕ Андрей Вячеславович. — Тăкак нумай тÿсрĕмĕр. Рабочисен йышĕ те, апат калăпăшĕ те улшăнмасть — çавăн чухлех юлать. Çавсене шута хурса тăкака кĕтĕве пысăклатнипе саплаштарас терĕмĕр. Патшалăха шанатпăр, вăл пире манмасан сăвакан ĕне шутне татах хушăнтарас кăмăл пур. Малалла вулас...
Валентин ГРИГОРЬЕВ.