Комментари хушас

1 Чÿк, 2018

Етĕрнери ĕçлĕ çул çул çÿрев: ФАП та уçнă, шкул строительствине те хакланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлĕ çÿревпе Етĕрне районĕнче пулчĕ. Чи малтанах вăл Мăн Сĕнтĕр ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçма хутшăнчĕ. Ун хыççăн Кăкшăм ялĕнче çĕнĕ парк хута янă ятпа хĕрлĕ хăйăва касрĕç.

Республикăна куçса çÿрекен 5 ФАП илсе килни çинчен малтанах пĕлтернĕччĕ. Регион пуçлăхĕ вĕсен уççийĕсене çĕнĕ хуçасене: Сĕнтĕрвăррисене, Çĕмĕрлесене, Канашсене, Етĕрнесене, Çĕрпÿсене – пачĕ. Çавăн хыççăн Михаил Игнатьев Етĕрне район больницинчи юсав ĕçĕсене хакларĕ, хулара 300 ача валли çĕклекен çĕнĕ шкул строительствин лапамĕнче пулса курчĕ, «Березка» микрорайонăн çурчĕсен картишĕнчи тирпейлĕхе пахаларĕ.

www.hypar.ru