Комментари хушас

29 Юпа, 2018

Ентешсем — Крымра иртекен фестивальте

Иртнĕ эрнере Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» çуллахи фестивалĕ уçăлнă. Унта Раççейĕн 85 регионĕнчен 680 ача хутшăнать, çав шутра — Чăваш Енрен те. Кашни командăра — 8 ача. Чăваш ачисен командинче 11-12 тата 13-15 çулсенчи 2-шер арçын ачапа хĕр ача. Регион чысне Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисенчи, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенчи çамрăксем хÿтĕлеççĕ.

Ачасем иртнĕ юнкунах ГТО нормативĕсене пурнăçлама тытăннă. Хыçра — 60, 1500, 2000 метра чупасси, турникрен туртăнасси, отжимани тăвасси, мечĕке тĕл пересси, ишесси тата пневматика винтовкинчен пересси.

Хальлĕхе ентешсен чи лайăх кăтартăвĕ — пĕлтĕр те фестивале хутшăннă Дарья Мишанинан. Улатăр хĕрĕ 13-15 çулхи 165 хĕр ача хушшинче 24-мĕш. ГТО нормативĕсене пурнăçланисĕр пуçне ачасен физкультура тата спорт енĕпе те хăйсен пĕлĕвне кăтартмалла пулать. Пултарулăх конкурсĕсем те, «Команда ГТО!» чи лайăх агитбригадăна суйласси те — программăра. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе чи лайăх спортсменсене тата ушкăнсене палăртĕç, фестивалĕн чемпион-команди «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» фестивалĕн куçса çÿрекен Кубокне тивĕçĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: