Йĕпремсем - тĕрĕ ăстисем
Кама мĕнле те, мана тĕрĕ юлашки вăхăтра çĕнĕрен йăл илнĕ пек туйăнать. Ялти хĕрарăмсем кăна мар, хуларисем те тĕрлеççĕ халĕ. Паллах, чат авалхи тĕрĕ мар ĕнтĕ вăл, çапах та алă ĕçне манманни паха. Паян ăстасем ытларах хĕресле, тултарса картинăсем тĕрлеççĕ. Вĕтĕ шăрçапа, тĕрлĕ хăюпа тĕрĕ тăвакансем те пур. Çав вăхăтрах вĕсем тĕрлĕ курава хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашаççĕ.
Вĕсенчен пĕри - Красноармейски районĕнчи Йĕпрем ялĕнче пурăнакан Елена Александрова. Тĕрĕссипе, Елена Александровнăн килĕнче музейри пекех. Стенасем çине тĕрленĕ картинисене ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Мĕн кăна çук-ши унта? Чечексем, кайăксем, кушаксем, чăх чĕпписем, пăшисем, акăшсем, юмахсенчи сăнарсем... Кил хуçи чечексене уйрăмах юратать пулас. Кунта пахчара ÿсекеннисем те, улăхрисем те, вăрмантисем те пур. Мăкăнь, сирень, лантăш, пион, астра, кĕл чечек, кăвакарчăн куçĕ, аслати курăкĕ... Ытти тĕрĕçĕ пекех Елена Александрова çутă, янкăр тĕссене кăмăллать.
«Тĕрлеме анне Фирса Алексеевна вĕрентнĕ. 8-9 çулта чухнех салфеткăсем тĕрленĕ. Каярах - пит шăллисем, тутăрсем, сĕтел виттисем, кавирсем. Тĕрленĕ япалан шучĕ те çук. Хушăран кавирсене ачасем - ывăлăмпа хĕрĕм - тыта-тыта пăхаççĕ. «Акă ку вырăна эпĕ тĕрленĕ, кăна вара эпĕ пурнăçланă»,- теççĕ. Çапла, ачасем çитĕннĕ вăхăтра виççĕн пĕрле тĕрлеттĕмĕр. Тĕрĕ пире тата та çывăхлататчĕ, пĕрлештеретчĕ. Ара ачасене пĕчченех ура çине тăратнă-çке эпĕ. Тĕрĕ-эреш мана йывăрлăхсене çĕнтерме те, пĕчченлĕхе сирме те пулăшнă. Пĕрре алă ĕçĕ тума пикенсен вăхăт иртнине те сисместĕп. Тепĕр чухне çур çĕр иртни икĕ сехетре кăна çутă сÿнтеретĕп. Çумăрлă çанталăкра, хĕллехи вăхăтра тĕрĕпе ытларах ларатăп. Тĕрлени мана мĕн парать? Чăн малтанах - юрату. Ĕçе юратни! Киленÿ, йăпану тата... Çĕвви-тĕрри «юхса» пынă чухне канатăн та, лăпланатăн та. Телевизор пăхнă чухне те ахаль ларас килмест. Яланах тĕрлетĕп. Халĕ тата вĕтĕ шăрçапа, хитре хăюпа тĕрлеме хăнăхас килет», - чунне уçрĕ Елена Александровна.
Ачисем шкулта вĕреннĕ тапхăрта вăл чăваш кĕпи те чылай çĕленĕ, тухья, хушпу ăсталанă. «Хăшĕсем мана: «Турăш мĕншĕн тĕрлеместĕн?» - тесе ыйтаççĕ. Турра ĕненместĕп теместĕп, анчах турăш тĕрлеме чун туртмасть», - пытармарĕ алă ăсти. Пултаруллă хĕрарăм ялти «Чамăш» фольклор ушкăнне çÿреме те вăхăт тупать.
Елена Александрова хăй вăхăтĕнче Канашри педучилище, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн физвоспитани факультетне пĕтернĕ. Шăпа ăна Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçе илсе çитернĕ. Унта 12 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Трак тăрăхне таврăнсан Кушкă шкулĕнче вăй хунă. Шкул директорĕнче те ĕçленĕ, физкультура та вĕрентнĕ. Кушкă шкулĕ хупăнсан пĕр тапхăр Шуркасси Юнтапа пĕлÿ çуртне çÿренĕ. Кирек ăçта пулсан та - тĕрре вăл ниçта та «çĕтерсе» хăварман. Вăрманта çÿрет-и, пулла каять-и, сиплĕ чей курăкĕ пухать-и - ялан çĕнĕ картина валли сюжет шырать. Шыракан вара тупатех, кĕтме пĕлекен кĕтсе илетех. Елена Александровна та пурнăçĕнче «хурине» те /йывăр чире парăнтарнă, аварире чĕрĕ юлнă/ чылай курнă пулин те телейне кĕтсе илнĕ. «Хама çав тери телейлĕ тетĕп»,- тунмарĕ Елена Александровна. Унăн телейĕ çутă, йăлтăр сăнлă тĕррисенче те палăрать. Унăн пурнăçĕ тулли, ара куллен çĕнĕ шухăш çуралать-çке. Мал ĕмĕтлĕскер çуртăн иккĕмĕш хутĕнче тĕрĕ музейĕ йĕркелеме те ĕмĕтленет. Мĕнех, илемпе пĕччен кăна киленмелле мар, ăна ыттисем те курса савăнччăр.
* * *
Йĕпремри Елена Федорова та 86 çула хыçа хăварнă пулин те тĕрлеме пăрахман-ха. «Атте-анне мана ĕçе вĕрентсе хăварайман. Эпĕ пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ. Тĕрлеме, çыхма хам тĕллĕнех хăнăхнă. Каярах çынсене те чылай япала тĕрлесе панă»,- паллаштарать ĕçĕсемпе Елена Федоровна. Унăн çуртне тĕрленĕ кавирсем, диван, пукан, вырăн виттисем, урай çиттисем капăрлатаççĕ. Минтер пичĕсем те йăлт тĕрĕллĕ. Кунсăр пуçне вăл кофта, юбка, алсиш, нуски ăста çыхать. Çак ăсталăха вăл ачисемпе мăнукĕсене те вĕрентнĕ.
«Мĕн пур тĕрленĕ япалана вырнаçтарма пÿртĕмре вырăн та çитмест. Аптранипе миххе чиксе мачча çине хăпартса хутăм. Пĕрех тĕрлеме пăрахаймастăп. Ас тăватăп-ха, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ вăхăтра /унта 11 çул ĕçлерĕм, яла ятарлă автобуспа килсе илетчĕç/ çур çĕрте киле çитеттĕм. Апла пулин те çывăрма васкаман, ыйхă та килместчĕ, хыпаланса йĕп тытаттăм. Çапла икĕ сехет те çитетчĕ. Часрах тĕрлесе пĕтерес килетчĕ. Тĕрлени хаваслăх кÿрет, пурăнас килет. Çак кунсенче Мускавра пурăнакан хĕрĕм валли кавир тĕрлерĕм. Тĕрленĕ япаласем модăра-мĕн халĕ», - пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Йĕпремри тĕрĕ ăстисем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашсах тăраççĕ, пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ.
Роза ВЛАСОВА.