Кĕнеке кăларассине вăйлатасшăн
Иртнĕ эрнекун Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕпе Чăваш Ен Издательствăпа полиграфи комплексĕ пĕрле килĕштерсе ĕçлес пирки килĕшÿ çирĕплетрĕç.
Енсем — ППС председателĕ Геннадий Максимов, ИПК генеральнăй директорĕ Вадим Ефимов — кĕнеке кăларас ĕç- хĕле вăйлатмаллине, чăваш культурине, ÿнерне, тăван халăхăн йăли-йĕркине, пирĕн тăхăмăрсем çĕр-çĕр çул каяллах парнеленĕ тĕп мула — чăваш чĕлхине — упраса аталантармалли, пропагандăламалли анлă мероприятисене, кĕнеке фестивалĕсене, проектсемпе программăсене пĕрле, пĕр çыхăра йĕркелемеллине, халăха кирлĕ пархатарлă ку ĕçсене общественноçа та хастартарах явăçтармаллине палăртрĕç.
Çыравçăсемпе полиграфистсем пĕр чĕлхе тупса ĕç-хĕле вăйлатмашкăн калаçса татăлни ăнсăртран мар. Пурнăç улшăннăран-ши илемлĕ литература сахалрах та сахалрах тухать. Вĕсене вырăсла, ытти чĕлхесем çине куçарса кăларасси те самаях кăткăсланчĕ. Хальхи чăваш литературине Раççей, тĕнче шайĕнче кăтартасси- вулаттарасси шăпах çакăнтан килнине пĕлсе тăрсах.
Чăваш кĕнеке издательствине ГУПран АО туса хуни лару-тăрăва йывăрлатрĕ — кĕнеке хакĕсене капашсăр хăпартрĕç. Çавна май библиотекăсем валли вĕсене çителĕклĕ туянасси чăрмавлă пуласса Культура министерствинче халех ĕнтĕ систерчĕç.
Пурте пĕлетпĕр: çыравçăсен пысăк йышĕ хайлавĕсене хăйсен укçипе тĕрлĕ типографире пичетлесе кăларать. Çак ĕçе халĕ Чăваш Ен ИПК хăйĕн çине илме, кĕнеке хакне ытти типографирен чылай йÿнĕрех туса писательсене пулăшасшăн. «Пирĕн пурте пур: оборудовани те, специалистсем те. Посредниксĕр ĕçлени кĕнеке хакне пушшех те йÿнетĕ», — терĕ килĕшĕве çирĕплетнĕ çĕре хутшăнма килнĕ писательсене Вадим Ефимов генеральнăй директор.
Геннадий НИКОЛАЕВ.