«Олимпиадăна кайсан ĕнене кÿршĕсем сăваççĕ»
Ĕçе юратса пурнăçлакан çын нумай калаçма юратмасть. Хăйĕн çинчен каласа парасси уншăн пĕрре те сăпайлă мар. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче биологипе хими вĕрентекенĕпе, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ирина Павловăпа паллашсан çакна тепĕр хут ĕнентĕм. Ирина Николаевна ертсе пынипе вĕренекенсем тĕпчевсем ирттереççĕ, пултарулăх ĕçĕсем çыраççĕ, олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтереççĕ. Ÿсĕм çулĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
Кĕве полиэтилена та çиет
— Ирина Николаевна, эсир икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Мĕншĕн? Хăш предмета ытларах юратнине палăртайманран-и е пысăк çитĕнÿсем тума тĕрлĕ предмета пĕлни пулăшать-и?
— Эпĕ Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăсра çуралса ÿснĕ. Шкулта математикăна Нина Александрова питĕ ăста вĕрентетчĕ. Ачасене хавхалантарма, интереслентерме пĕлетчĕ. «Афанасьева, санăн математика учительне каймалла», — тенĕччĕ вăл мана 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне. Çак шухăша эпĕ пуçа хывнă. Нина Александровнăна юратнипех математик пулас терĕм. Телее, аслă классенче кÿршĕ ялти Кĕçĕн Кипекри шкулта та Татьяна Платонова вĕрентекен тарăн пĕлÿ пачĕ. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физикăпа математика факультетне кĕтĕм. Аслă шкулта Елчĕк тăрăхĕнчи Лаш Таяпа каччипе Владимир Павловпа паллашрăм. Эпир пĕрле вĕренеттĕмĕр. Диплом илсен пĕрлешрĕмĕр те яла килтĕмĕр. Кунта çакна та каласа хăвармалла: шкулта эпĕ биологие те юратнă. Учителĕ Елизавета Данилова ырă кăмăллăччĕ, пире тĕрлĕ сăнав ирттерсе илĕртме пĕлетчĕ. Лаш Таяпара эпир яла килсен математикăна вĕрентекен çителĕклĕччĕ. Çавăнпа эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Мана тÿрех 11-мĕш классене биологипе хими вĕрентме шанчĕç. Унтанпа кĕрпе çу чылай ылмашрĕ. 24 çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. Икĕ аслă пĕлÿ илни, паллах, ĕçре нумай пулăшать. Малалла вулас...