Вĕрентекенсем — студентсен хушшинче
Ялсенче çамрăк специалистсем, вĕрентекенсем çитменни мĕн чухлĕ çынна пăшăрхантармасть пулĕ. Телее, ку ыйтăва татса пама пултаракансем те пур. Ку тĕлĕшпе Муркаш районĕнчи Нискассисем ыттисемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнчех.
Пĕрин хыççăн — тепри
Нискассинчи шкулта паян 19 педагог ĕçлет. Улттăшĕ — çамрăксем. Тăваттăшĕ диплом та илсе ĕлкĕреймен-ха. Вĕсен йышĕнче — физкультура вĕрентекенĕ Кирилл Ермолаев.
Строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă çамрăка, шкулта та, каярах та спортпа туслă пулнăскерне, физкультура учителĕ çукран, пĕлтĕр ачасемпе ĕçлеме сĕнсе пăхнă. Килĕшнĕ вăл. Кăçал вара ЧППУ студенчĕ пулса тăнă. Шкул директорĕ Алексей Дмитриев, физкультурăпа ОБЖ вĕрентекенĕ, хăй «хÿттине» илнĕ ăна.
— Ачасене вĕрентмелле вĕт. Пушшех те, çамрăксем пурте маттур. Ачасем те спортзала туртăнаççĕ.
Паян шкулта кашни предметпах ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист ĕçлет. Вĕрентекенсене шырамасăр пулмасть, паллах, çакă. Педагогика универститетне виçĕ- тăватă хутчен те кайма тиврĕ. Истори учителĕ тупăнчĕ çапла. Вăл вара акăлчан чĕлхи вĕрентме юлташне чĕнчĕ. Çамрăксене хваттере яма та май пур, анчах вĕсем хуланах çÿретпĕр терĕç. Ĕçлес кăмăлĕ пысăккишĕн ырламалла çеç вĕсене, — шухăшне палăртрĕ шкул директорĕ Алексей Николаевич.
Аслисен тимлĕхĕ
Диплом илмен çамрăксен шкулта ĕçлеме ирĕк пур, анчах вĕсене аслисен вĕрентмелле, хăнăхтармалла, пулăшмалла.
— Алексей Николаевич хăй те çамрăк, коллектива та çамрăклатма тăрăшать. 2017-18 вĕренÿ çулĕнче пирĕн пата виççĕн килчĕç: Диана Сильвестрова биологипе хими вĕрентрĕ, акăлчан чĕлхипе Алексей Григорьев паллаштарчĕ, Инна Крылова историпе общество урокĕсене ирттерчĕ. Диана Владиславовна паян та шкултах ĕçлет. Алексей Васильевич хăйĕн ирĕкĕпе салтака кайрĕ. Инна Олеговна вара ялĕпе çывăхрах райоти урăх шкула куçрĕ. Çавăнпах кăçалхи вĕренÿ çулĕнче каллех педагогсем кирлĕ пулчĕç. Вĕсене эпир студентсен хушшинче шырарăмăр. Вырăс хĕрĕсем пулсан та пирĕн пата килме хирĕçлемерĕç вĕсем. Ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕç, — каласа кăтартрĕ директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ Валентина Васильева.
Кăçалхи çамрăксене опытлă учительсем çумне çирĕплетме ĕлкĕреймен-ха, ку тивĕçе ытларах хăй çине илнĕ Валентина Викторовна. Практикăра пулнăран ачасемпе мĕнлерех ĕçлемеллине чухлаççĕ-ха ĕçе тин кÿлĕнекенсем. Çапах вĕсене тĕрев кирлĕ. Çакна шута илсе çамрăк специалистсем патне ăспаруçăсем тăратаççĕ. Пĕлтĕрхи çамрăксемпе те ĕçленĕ наставниксем. Ку тивĕçе Надежда Осиповăпа /чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ/ Марина Данилова /вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ/ пурнăçланă.
— Çамрăксем килсенех вĕсен урокĕсене çÿрерĕм. Хам пата та чĕнтĕм. Итлеççĕ вĕсем, аслисене хисеплеме пĕлеççĕ. Конкурссене те хутшăнчĕç. Пысăк хавхаланупа ĕçлеме пĕлеççĕ çамрăксем. Эпир çеç вĕрентместпĕр вĕт вĕсене, хăйсенчен те нумай илетпĕр. Тепĕр чухне пирĕн вăй-хăват та пĕтет, çамрăксене курса çĕнĕрен хăпартланса каятпăр, — палăртать Марина Виссарионовна.
Ăнсăртран… ĕçе вырнаçсан
— Кĕтменлĕх пулчĕ вĕрентекен тивĕçне пурнăçлама тытăнасси. Тинĕс хĕрринчен, лагерьтен килнĕ кăначчĕ. Канатăп-ха кăштах тесе шухăшлаттăм. Акă шкул директорĕ шăнкăравлать. Малтанах нимĕн те ăнланмарăм- ха: мĕншĕн эпĕ, мĕн тума… Мĕн пулса иртет ман тавра?.. Мĕн тумаллине пĕлмесĕр çÿрерĕм. Тус-тăван, пĕлĕшсем патне шăнкăравларăм. Вĕсем килĕшме сĕнчĕç. Килтĕм. Пăхрăм. Лагерьтен таврăннăранпа ачасемсĕр тунсăхлама ĕлкĕрнине ăнлантăм. Ĕçлеме тытăнтăм, — каласа кăтартрĕ диплом илме ĕлкĕреймен истори вĕрентекенĕ Антонина Тимонина.
«Унта акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ те çук. Пыратăн-и?» — сĕннĕ вăл пĕр курсри çывăх тусне. Ара, Валентина Бусурина истори факультетĕнче вĕреннĕ май хушма пĕлÿ илме ĕлкĕрнĕ-çке.
— Вальăпа вĕренме кĕнĕренпех туслă эпир. Паллах, иккĕн çĕнĕ вырăна хăнăхма та çăмăлрах. Юнашар паллакан, ăнланакан çын пурри хавхалантарать, — тет Антонина.
Нискассинчи акăлчан çамрăк вĕрентекенĕ Валентина Бусурина — Хусан хĕрĕ. Шупашкара вĕренме килнĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ республикăри пĕр ялта ĕçе вырнаçнине шÿт вырăнĕнче йышăннинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр.
— Анне — историпе общество вĕрентекенĕ. Эпĕ те ĕçе кÿлĕннине ниепле те ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. Лару-тăру кунашкал çаврăнса тухасса хам пекех кĕтмен паллах. Çапах та унăн ĕненмех тиврĕ. Шухăша ырларĕ. Вĕренÿ çулĕ çывхарнă май кăçал ĕçлеме пуçлăп тесе эпĕ те шухăшламан вĕт. Ачасене юратма та ĕлкĕртĕм. Тепĕр чухне ачапа вĕренекен хушшинче чикĕ ăçта иккенне палăртма та йывăр. Паллах, кашниех тÿрех ăнкараймасть ют чĕлхене. Теприсене темиçе хутчен ăнлантарма тивет. Аслă класри ачасемпе ман хушăри ÿсĕм пĕчĕк-ха, анчах çакă хутшăнăва «субординацие» пăхăнса йĕркелеме чăрмантармасть. Хулари ачасемпе ку тĕлĕшпе йывăртарах паллах, — палăртать Валентина Евгеньевна.
Паллах, студентсемшĕн кун йĕрки те урăх. Яваплă ĕç те нумай. Ăна айккине пăрма юрамасть. Ара, кашни каçах урока хатĕрленмелле халĕ. Интерактивлă доскапа интернет нумай пулăшаççĕ иккен. Тĕслĕ ÿкерчĕк доска çинче çырнинчен чылай ансатрах вырнаçать ăса.
Тăван шкула
Шкулта çак ялтах çуралса ÿснĕ, кунтах вĕреннĕ, çакăнтах тĕпленнĕ вĕрентекен те сахал мар. Кăçал вĕсен йышне ертÿçĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Ирина Павлова та хутшăннă. Диплом илме ĕлкĕрейменскер хальлĕхе — ЧППУн психологипе социаллă педагогика факультечĕн студенчĕ. Малалла вулас...