Ишĕлчĕк клубран — «канфет»
Кăçал çуркунне Патăрьел районĕнчи Çĕньялта шыв ферма çывăхĕнчи çула юхтарса кайнă. Инçех мар тапса выртакан çăл куç таса мар шывпа тулнă. Çанталăк шăрăх тăнă çулсенче вăл ял халăхне пулăшу кÿнĕ, халĕ те пусă типсен çынсем унта çул тытаççĕ. Нумаях пулмасть ялти волонтерсен ушкăнĕ ĕçе пикеннĕ: çăл юшкăнне тасатнă, çырмана анса хăпарма меллĕ картлашка тунă…
Пушар машини аран кĕрсе тухнă
Ку вырăнта яланах çăл пулнă. Анчах ун çывăхĕнче çулла хыт хура, вĕлтĕрен ашкăрнă. Хĕлле вара анса хăпарма кансĕр: шăнтсан шуса ÿкме пулать-çке. Уйрăмах ватăсене çÿреме кансĕр. «Ку пусă кăçал та кирлĕ пулĕ», — çапла шухăшланă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова. Ялти хастар ачасем те — Данил Елимов, Артем Мадюков, Дмитрий Езюков, Венера Вазюкова, Настя Шашкова — унпа килĕшнĕ, ĕçрен юлас темен. Инçех мар пурăнакан Данил Елимов чикмек илсе килнĕ, пусса чăмнă витрене туртса кăларнă. Хастарсем ăна çуса тасатнă, çакса хунă. Арçын ачасем усă курман кустăрмасем турттарса килнĕ, ферма ишĕлчĕкĕн кирпĕчне сĕтĕрнĕ, картлашка тунă. Çакăнтах çатан тытнă. Ачасем хăпартланса ĕçленине кура тивĕçлĕ канури Елизавета Ярукова та çăл çывăхĕнче чечексем лартма сĕннĕ. Вăл лартса ÿстернĕ çеçкесем çăвĕпех ешернĕ унта.
Çурхи шыв кĕпер айĕнчи бетон çăла та чутах юхтарса кайман. Çийĕнчех ĕçе пуçăнмасан тепĕр çуркунне мĕн курмалла пулĕ? Виçĕ уйăх каялла çеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине тытса пыма тытăннă Мария Ильинична арçынсене ырă ĕçе хутшăнтарнă. Ялти 12 арçын кĕпер юсама çитсе тăнă, вĕсенчен 3-шĕ — хăйĕн транспорчĕпе. «Мĕн тумалла?» — хушасса çеç кĕтнĕ вĕсем. Кирпĕч ванчăкĕ, тăпра турттарнă. Бетон çăла çĕнĕрен вырнаçтарнă.
Çĕньялсен пĕрле кар! тăрса ĕçлесси йăлара. Юлашки çулсенче кашни урамрах çул юсанă. Ку тĕллевпе çынсем укçа чылай хывнă. Виçĕм çул, сăмахран, Шуркассисем ĕçе пуçăннă. Вĕсен урамĕнче ĕлĕк шурлăх пулнă иккен. Çавăнпа йĕпе-сапара хăш-пĕр çĕрте çĕр пачах типмен. Çумăр çусан çынсем пылчăк çăрнă, машинăсем кĕреймесĕр урам вĕçĕнчех ларнă.
Темиçе çул каялла Шуркассинчи пĕр хуçалăхра вут-кăвар алхаснă. Пушарнăйсем, газ службинче тăрăшакансем, медпулăшу ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Машинисем унталла-кунталла пылчăк çăра-çăра аран тухайнă. Ун чухне шкул директорĕнче тăрăшнă Мария Мадюковăна ку питех пăшăрхантарнă. «Мĕн тумалла-ши?» — шухăшланă вăл. Çÿлти касра пурăнакансенчен тĕслĕх илме тĕллев лартнă. Унччен маларах вĕсем кашни çемьерен укçа пухса урамра чул сарнă. Мария Ильинична пĕр предпринимательпе калаçнă, çул сарма миçе машина чул кирлине шутланă. Ку ыйтăва пухура та çĕкленĕ вăл. «Хăçанччен пылчăк ашса пурăнăпăр?» — терĕм. Юрать, çынсем хирĕçлемерĕç. Пирĕн касра кĕтÿ те иртсе çÿрет. Çынсем вăрмантан йывăç турттаратчĕç. Мĕн чуль машина пута-пута ларман-ши? Манăн ывăл авланнă чухне те кил умне кĕреймерĕç. Халĕ пирĕн çул чаплă: çуркунне те, кĕркунне те атă тăхăн-мастпăр», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Мария Ильинична.
Çул юсас ĕçе кашни çемье укçа хывнă. Арçынсем çын пысăкăш чулсене кувалдăпа ватнă, ыттисем вĕсене сапаланă. Никам та айккинче юлман: пĕчĕккисем те ĕçе хутшăннă. Халĕ кашни çемье хăйсен умĕнче тирпейлет, çула та юсасах тăраççĕ.
Алăк хăлăпĕ пулман, урай сăрă курман
Юлашки 20 çулта ялти клуб уçăлман та, хутăнман та. Фольклор ушкăнне çÿрекенсем пĕчĕк пÿлĕмре репетици тунă, ăна электрокăмакапа ăшăтнă. Çавăн пек условисенче тăрăшсах фольклор ушкăнĕ халăх ятне тивĕçме пултарнă. Кунашкал лару-тăру çынсене йăлăхтарсах çитернĕ: клубра сивĕ, алăксен хăлăпĕ, тăпси çук, урай таса мар, тенкел çинче тусан… «Клуб ертÿçине сире лартмалла», — сĕннĕ çынсем шкул директорĕнче тăрăшакан Мария Мадюковăна. Çĕнĕ вырăна куçсан Мария Ильинична хăй тавра хастар та ырă кăмăллă çынсене пухнă. «Ишĕлме тытăннă клубăн чÿречисене картласа хунăччĕ. Шăтăк-хушăкран çил вĕретчĕ, юр кĕретчĕ. Эпĕ ĕçлеме вырнаçнă чухне клуб çавăн пек макăрса ямалла хăрушăччĕ. Тирпейлеме пуçларăмăр. 30 çул ытла сăрă курман урай йăлкăшма пуçларĕ. Çапла культура çуртне кăштах хăтлăх кĕртрĕмĕр, кĕрсе тухма кăмăллăччĕ пĕрех», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Икĕ хут авариллĕ çурт тесе йышăннă клуб çĕнĕрен «чĕрĕлнĕ». Унччен вăл уçăлман та, халĕ çынсем культура çуртне туртăна пуçланă. Хупă ларнă вăхăтра унта çĕр улми хумалли путвал тăваççĕ тенĕ сас-хура та тухнă. Çынсем куншăн питĕ пăшăрханнă, клубсăр тăрса юлас килмен. Мария Мадюкова ĕçлеме тытăннă çул унта пуçласа чăваш артисчĕн пĕрремĕш концерчĕ иртнĕ. Сцена — кивĕ, карă — тĕссĕр. Мария Ильинична ялти хĕрарăмсемпе канашланă та ламбрекен туянма шухăшланă. Хастарсем çийĕнчех 14 пин тенкĕ пуçтарнă. Тепĕр çул хăйсен вăйĕпе ăшă янă. Халăх клубра нимелле ĕçленĕ. Сергей Шакин сварщик залра тÿлевсĕрех пăрăх улăштарнă, газ котелне те ял халăхĕ парнеленĕ.
Çĕньялсен тăрăшулăхне кура район администрацийĕн бюджетĕнчен клуба юсамашкăн укçа уйăрнă. Пĕлтĕр ял халăхĕ культура çуртĕнчен тухма пĕлмен: ватти те, вĕтти те ĕçленĕ. Тăррине улăштар-нă, чÿречисене лартса пĕтернĕ. Хастарсем стенасене якатса сăрланă. Турхан ялĕнче иртнĕ Кокель пленэрне çул тытакан ЧР культура министрĕ Константин Яковлев клуба кĕрсе тухмасăр каяйман. «Культура çурчĕ умĕнче тротуар сармалла. Ку манран парне пулĕ», — тенĕ. Малалла вулас...