Комментари хушас

18 Юпа, 2018

Йăхран йăха сад ĕрчетеççĕ

Кил хуçи пĕр сехет те ĕçсĕр лараймасть, уçă сывлăшра, садра тăрмашнă чухне çеç хăйне лайăх туять. Тĕлĕнмелле: йывăç лартса ÿстересси пирки ачаранах шухăшланă вăл.

Кукашшĕн сĕнĕвне асра тытса...

«Чăн-чăн арçыннăн ывăл çитĕнтермелле, йывăç тата çурт
лартмалла», — теççĕ. Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Виталий
Степанов çак тивĕçсене туллин пурнăçланă. 83 çултискер хăйĕн
ĕмĕрĕнче миçе йывăç лартман-ши? Вĕсенни пек сад таврара
та çук. Улмуççи, груша, абрикос, аçтăрхан мăйăрĕ… — йăлтах
çитĕнет. Кунсăр пуçне шултăра сортлă йÿçексĕр помидор, пы-
лак пăрăç, купăста туса илеççĕ Степановсем. Пахча çимĕç нума-
ях мар, лаптăкăн пысăк пайне улма-çырла йывăççи йышăнать.
«Кукаçи патне пиччепе иксĕмĕр çÿреттĕмĕр. Ас тăватăп:
вĕсен çĕр улми пахчинче улмуççисем çеç кашлатчĕç. Крыль-
царан тухсан тÿрех сада лекетĕн. Анчах 1941 çулхи шартла-
ма сивĕ хĕле чăтаймарĕç вĕсем, тĕппипех пĕтрĕç. «Сад ĕрче-
тес йăлана ан пăрахăçлăр», — тетчĕ пиччепе иксĕмĕре кукаçи.
Темшĕн-çке унăн сăмахĕсене пурнăç тăршшĕпех асра тытатăп.
«Анне, мĕншĕн пĕр йывăç та лартса ÿстерместпĕр ара?» — ыйт-
нăччĕ çывăх çынран хĕсмете кайма ят тухиччен. «Ара, атя паса-
ра, хунавсем туянăпăр», — хирĕç пулмарĕ вăл. Ун чухне çемье-
ре ача миçе, çавăн чухлĕ хунав кашнин ячĕпе лартнăччĕ анне.
Пĕр йывăç халĕ те тĕрĕс-тĕкелех. Ватăскер çумне çамрăк хуна-
ва вырнаçтартăм-ха, тен лешĕ кĕтмен çĕртен хăрĕ», — каласа
кăтартрĕ механик профессине алла илнĕ Виталий Сергеевич.
Хăй вăхăтĕнче ялти пĕтĕм организаци Степановсем пурăна-
кан урамра вырнаçнă: медпункт, почта уйрăмĕ, икĕ шкул, ял ка-
нашĕ. Пĕтĕм çÿп-çапа вĕсен çурчĕ хыçĕнчи çырмана тăкни Ви-
талий Сергеевича питĕ пăшăрхантарнă. Мĕн тумалла? Пулă-
шу ыйтма ăçта каймалла? Çырма вараланнине курма чăтăм-
лăх çитмен арçыннăн, йывăç лартма юраманнине шута илсех
тăршшĕпе тирексемпе йăмрасем лартнă. 15-20 çулта вĕсем
тем çÿллĕш çитĕннĕ, анчах çырмана пурпĕрех çÿп-çап тăкма
чарăнман. Тăван тавралăх сăн-сăпачĕшĕн пăшăрханакан Ви-
талий Степанов тус-юлташĕпе çывăх çыннисене пухса çав
йывăçсене каснă. Ун вырăнне вăрмантан ятарласа илсе килнĕ
70-80 тĕп пилеш лартнă. «Çырма хĕррине çÿп-çаппа варалас-
ран вăхăтлăх карта та тытрăм. Комисси партийĕн членĕсем ун
урлă каçса çÿретчĕç. «Сана çĕр çитмест-им?» — тетчĕç. «Ăна
хĕрхеннĕрен упраса хăварас тетĕп-çке. Пăхăр-ха: кунта мĕн
кăна сапаланса выртмасть-ши? Кĕленче ванчăкĕ, вак чул, эмел
савăчĕсем... Нимĕнле те хăтăлма май çук вĕсенчен», — ман ху-
рава хирĕçлемерĕç. Совет союзĕ арканнă хыççăн малтан çырма
хĕррин пĕр пайне пÿлтĕм, пилешсене касса улмуççи лартрăм.
Колхоз председателĕ плотина тума сĕнчĕ те хирĕç пулмарăм.
Анчах ишĕлсе анас хăрушлăх пуррине палăртрĕ. Каланă пекех
пулса тухрĕ: çырмана пĕвеленĕ хыççăн çĕр çичĕ метр таранах
анчĕ. Урăх тĕлтен тăпра йăта-йăта ăна тикĕслеме тиврĕ. Çав
вăхăтра ялта çичĕ-сакăр пĕве-кÿлĕ хута ячĕç. Вĕсене пăхса тă-
маннипе пурте типрĕç, пирĕн пахча хыçĕнчинче çеç шыв ты-
тăнса тăрать. Плотинан хупкăчне çуркунне хупатăп, кĕркунне-
пе хĕлле уçă вăл. Хĕрĕх çул çырмара шыв типмест ĕнтĕ, чар-
лансем те вĕçсе килеççĕ, пулă та ĕрчетчĕ. Халь, хурсем ишнĕ-
рен, пĕве таса марланнăран унта нимех те çук», — тăсăлчĕ ма-
лалла калаçу.

Ял-йыша хăналать

Тĕп килтех кун кунлакан Виталий кÿршĕ республикăра
çуралса ÿснĕ Зойăпа çемье çавăрнă. Пилĕк ача çитĕнтере-
кенскерсем пахча çимĕç чылай туса илнĕ. Ывăл-хĕрĕ хăйсем
тĕллĕн пурăнма пуçласан çĕр улми лартмалли лаптăка çурри
таран чакарнă та улмуççисем лартнă. Вĕсен миçе сорчĕ çитĕ-
ннине шутламан кил хуçи, утмăлтан ытлараххине çеç пĕлет.
Малтан Шупашкартан абрикос йывăççин хунавĕсене туянса
çырма хĕррине лартнă. Нÿрĕк вырăн шăпах уншăн юрăхлă.
Арçын ку улма-çырлана еплерех çитĕнтермеллине пĕлмен,
çынсенчен ыйтнă, хаçат-журналти статьясене тишкернĕ. Халĕ
те сад-пахчапа çыхăннă кăларăмсене çырăнса илет. 15 тĕп
абрикос тĕрĕс-тĕкелех чĕрĕлнĕ, вăй илнĕ. Паянхи куна — вă-
тăра яхăн йывăç, çимĕçĕ йăтăнать кăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.