Комментари хушас

17 Юпа, 2018

Ĕç тухăçлăхне ÿстерес ыйтупа семинар иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Федерацин ĕç тухăçлăхĕн тытăмĕнчи компетенци центрĕн генеральнăй директорĕпе Николай Соломонпа тĕл пулчĕ.

Мускав хăни Чăваш хутлăхне нацин «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата ĕçлеве хÿтĕлесси» проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе семинар ирттерме килнĕ.

Ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева, республикăри Регионсен хушшинчи компетенци центрĕн — Шупашкарти механика колледжĕн директорĕ Алексей Судленков хутшăнчĕç, наци проектне пурнăçа кĕртмелли майсене сÿтсе яврĕç.

Сăмах май, кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи тапхăрти аталанăвĕн стратеги задачисем тата наци тĕллевĕсем» 204-мĕш Указĕпе федерацин 66 проектне пурнăçлама палăртакан наци проекчĕсен 12 çул-йĕрне уçăмлатнă. «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата ĕçлеве хÿтĕлесси» программăна иртнĕ çул вĕçĕнче çирĕплетнĕ приоритетлă проекта тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Пирĕн республика ăна ĕç кĕртме суйласа илнĕ пилотлă регион шутланать, унта Чăваш хутлăхĕн 9 предприятийĕ хутшăнать.

Михаил Игнатьев республикăна пулăшнăшăн тав турĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре ĕç тухăçне ÿстермешкĕн тата шалăва хăпартмашкăн услови туса парас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ, предпринимательсене ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Пĕлтĕр промышленноç аталанăвĕн регионти фондне йĕркеленĕ, унăн капиталĕ 1,5 миллиард тенкĕпе танлашать.

Правительство çурчĕн «Б» блокĕнче асăннă ыйтупа семинар иртрĕ. Николай Соломон унта хутшăннă предпринимательсене наци проекчĕ ĕçе кĕнĕ регионсенчи предприятисен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

www.hypar.ru