Комментари хушас

16 Юпа, 2018

Патриотлăх: никам та, нимĕн те ан манăçтăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен координаци канашне 2018 çулхи çĕртме уйăхĕнче туса хума йышăннă. Паян Правительство çуртĕнче канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев /вăл координаци канашĕн сопредседателĕ, ларăва уçса ертсе пычĕ/ çĕнĕрен йĕркеленнĕ тытăмăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче патриотизм воспитанийĕ енĕпе ĕç-хĕле йĕркелесси, сăнаса тăрасси пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех канаш членĕсем патриотизм воспитанийĕн тытăмне лайăхлатассипе, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен тăванĕсене пулăшассипе, çар тата служба тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунисен ырă ячĕсене халăхра упраса хăварассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе те тăрăшĕç.

Координаци канашĕ çитес вăхăтра пурнăçлама палăртнă ĕçсен шутĕнче Чăваш Республикинчи астăвăм вырăнĕсен, палăксемпе истори еткерлĕхĕн объекчĕсен интерактивлă карттине йĕркелесси тĕп вырăнта тăрать. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Андрей Александров ректор каланă тăрăх — кăçалхи çу уйăхĕ тĕлне республикăра 1316 палăка, обелиска, стелăна, 272 вил тăприе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата тĕрлĕ вырăнти хĕç-пăшаллă хирĕç-тăрăва халалланă 36 Сÿнми çулăма шута илнĕ. Юпа-раштав уйăхĕсенче кашни объектăн реестрне хатĕрлемелле. Интерактивлă карттă, Андрей Александров çирĕплетнĕ тăрăх, 2019 çулхи çу уйăхĕнче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Интернет уçлăхĕнче ĕçлесе кайĕ. 

Ларура республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче патриотизм воспитанийĕпе çыхăннă проектсене нумайрах пурнăçа кĕртни те усăллă пулассине çирĕплетрĕç. ЧР цифра аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Юлия Стройкова çак темăна тытса пыракан МИХсене малашне те грант пулăшăвĕпе тивĕçтерме шантарчĕ.

СĂМАХ МАЙ

Республикăра çулсерен çар тата граждан-патриотизм воспитанийĕ енĕпе 500 ытла мероприяти иртет, çитĕнекен ăру чун-чĕринче патриотизм туйăмĕсене вăратас, вĕсене Тăван çĕршыва парăннă çынсем пулса ÿсме хавхалантарас, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшма, интересĕсене хÿтĕлеме вĕрентес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА