Комментари хушас

16 Юпа, 2018

Чĕрĕ укçа тата банк картти е Чăваш Ен çĕнĕлĕхсене йышăнма хатĕр-и?

Икĕ-виçĕ çул каялла аслă ăру çыннисем кĕсьере укçа чăштăртатнине кăмăллаççĕ, çамрăксем вара банк карттисемпе ытларах усă кураççĕ тетчĕç. Паян вара пачах урăхла чăнлăх куç умне тухса тăрать...

Технологисен витĕмĕ

Тĕп хулари апат-çимĕç лавккинче ĕçлекен Валентина Михайлова каланă тăрăх — паян чĕрĕ укçапа тавар туянакан сахал. «Кунне 10-12 çын тупăнкалать-тĕр. Чылай чухне — аслă ÿсĕмрисем. Вĕсене çĕнĕлĕхсене йышăнма йывăртарах ахăртнех. Банк карттисемпе тÿлени, манăн шухăшăмпа, сутуçăшăн та, туянаканшăн та меллĕ. Тепĕр чухне, сăмахран, вак укçа шыраса нумай вăхăт иртет. Çавна май черет пухăнса каять», — терĕ суту-илÿ сферинче нумай çул ĕçлекенскер. Хальхи вăхăтра банк карттисене лавккасенче çеç мар, аптекăсенче те, кану учрежденийĕсенче те, вокзалсенче те йышăнаççĕ.
Вунă çул каялла, сăмахран, банк карттисем пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнма пултарасси пирки нумайăшĕ шухăшламан та паллах. Технологисен хăвăрт аталанăвĕ самана уттине пысăк улшăнусем кĕртрĕ.
Чăваш Республикин Наци банкĕ пĕлтернĕ тăрăх — утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 2 миллиона яхăн банк картти хатĕрлесе кăларнă. Кăçалхи ултă уйăхра тĕрлĕ тÿлев системин карттисемпе усă курса 187 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 111 миллион ытла операци пурнăçланă. Ку, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 41 процент ытларах. Çынсем чылай чухне карттăсемпе тавар туяннă е пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне усă кураççĕ.
«Юлашки темиçе çулта Чăваш Енре чĕрĕ укçапа усă куракансен шучĕ чаксах пыни сисĕнет. Халăх банк карттисемпе ытларах та ытларах усă курать, мĕншĕн тесен вĕсене республикăри чылай лавккара, сервис предприятийĕсенче йышăнаççĕ. Çавăн пекех тÿлев технологийĕсем, çак шутра дистанци тата контактсăр мелпе ĕçлекеннисем, аталанса пыни пысăк витĕм кÿрет», — терĕ ЧР Наци банкĕн управляющийĕ Александр Логвинов.

Çĕнĕлĕх пурне те çывăх мар

Пирĕн хушăра технологисене хирĕçлемен, анчах вĕсене йышăнман çынсем те пур-ха. Акă кÿршĕ пирки каласа кăтартассăм килет. Зоя Васильевна, аллă урлă каçнăскер, педагог. «Шалу парсанах укçана карттă çинчен илетĕп. Мĕншĕн тетĕр-и? Укçа шута юратать тенĕ. Карттă çинчи укçа куç умĕнче мар, мĕн чухлĕ тăкакланни курăнмасть. Ĕçтешсем мана СМС- пĕлтерĕве ĕçе кĕртме сĕнеççĕ. Анчах вăл тÿлевлĕ-çке каллех. Çавăнпа маншăн енчĕкре укçа выртни лайăхрах», — тет. Ывăлĕсем амăшне банк карттисемпе тата онлайн-системăсемпе усă курни меллĕ пулнине ăнлантарма тăрăшаççĕ. Сăмахран, коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн килтенех, компьютертан тÿлеме пулать. Зоя Васильевна вара кашни уйăхрах управляющи компание çÿрет. Вăл юнашарах вырнаçнă пулин те унта кайса килме сахалтан та 30 минут иртет. Çак вăхăта хĕрарăм, сăмахран, мăнукĕсемпе е урăхла майпа хăйшĕн усăллă ирттерме пултарĕччĕ. «XXI ĕмĕрте пурăнатпăр. Ку саманара ытлашши вăхăт та, ытлашши укçа та çук», — тенине Зоя Васильевна ачисенчен пĕрре мар илтнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.