Комментари хушас

12 Юпа, 2018

Чăваш Ен хуйхăрать

«Хура кĕркунне» васкарах килчĕ тени те вырăнлă — ылтăн кĕркуннен юлашки кунĕсене пысăк инкек тĕксĕмлетрĕ: кĕçнерникун каçхине 19 сехет те 10 минут тĕлнелле федерацин М7 автоçулĕн 647-мĕш километрĕнче, Шупашкар çумĕнчи Карачура ялĕ çывăхĕнче, хăрушă авари пулнă — 11 çын вилнĕ, 8 çын суранланнă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе çак инкек тĕлĕшпе эрнекун ирех ирттернĕ оперативлă канашлу аварире вилнисене асăнса пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ.
«Пирĕншĕн, Чăваш Ен халăхĕшĕн — питĕ пысăк çухату», — тенĕ май Михаил Васильевич Шупашкар районĕнче çул çинчи икекре вилнисен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе, çавăн пекех аманнисемпе пĕрле хурланни, юпа уйăхĕн 12-мĕшне Чăваш Республикинче хурлăх кунĕ тесе пĕлтерни çинчен каларĕ.
Авари хыççăн тивĕçлĕ мĕн пур служба — медиксем, МЧС, право хуралĕн органĕсем — хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тăнă. Микроавтобусра 18 çын пулнă. Малтанах 12 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕччĕ те — ку тĕрĕс мар, «Фиатăн» 11 пассажирĕн пурнăçĕ татăлнă. Аманнисем саккăрăн — икĕ водитель тата микроавтобусăн 6 пассажирĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов васкавлă медпулăшу больницине 6 çынна илсе пынине çирĕплетрĕ, вĕсенчен пĕри хăйне питĕ йывăр туйни пирки каларĕ, тепри — йывăр.
Вилнисене пурне те палланă ĕнтĕ, вĕсенчен 6-шĕ — Канаш районĕн, 3-шĕ — Канаш хулин çыннисем, çавăн пекех Çĕрпÿ тата Тăвай районĕн икĕ çыннин пурнăçĕ татăлнă. Вĕсен хушшинче ачасем пулман, саккăрăшĕ хĕрарăмсем. Пурте — вăй питти çулсенчи çынсем, Мускава ĕçлеме каякансем пулнă.
ЧР ШĔМĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçи Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх, Канашран Мускава кайма тухнă прицеплă Fiat Ducato микроавтобус çине хирĕç килекен груз турттаракан йывăр Mercedes самосвал пырса кĕнĕ. Автобус — Канашри уйрăм предпринимателĕн, «Фиатăн» путевка та, тахограф та пулман. Çапах инкеке грузовик сăлтавланă, вăл «Тус» строительство компанийĕн, унăн водителĕ, 58 çултискер, Шупашкар районĕнчен. Асăннă вырăнта çул сарлака — икĕ еннелле те икшер йĕр, çавна май «Мерседес» мĕншĕн çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă — ăнланма йывăр.
Паллах, следстви çак ыйтусене уçăмлатма тивĕç. УК 264 статйин 5-мĕш пайĕпе /çул-йĕр правилисене пăснă май икĕ е ытларах çынна вилĕм кÿни/ уголовлă ĕç пуçарнă, самосвал водительне тытса чарнă. ШĔМĕн следстви управленийĕ аварие курнă çынсене сас пама, /8352/ 24-17-81 е 102 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтать — вĕсен кăтартăвĕсем авари ÿкерчĕкне уçăмлатмашкăн пулăшасса шанаççĕ.
Асăннă вырăнта çул сарлака, анчах транспорт юхăмĕ питĕ пысăк — çавăнпа лару-тăру йывăр, кун пирки ĕнерхи канашлура та сăмах пулчĕ. Иван Моторин премьер-министр Кÿкеçрен тытăнса çул Чулхуланалла пăрăнакан вырăна çитичченхи сыпăкра федераци трассипе иртекен тата тĕп хуларан тухакан транспорт юхăмне уйăрас ыйтăва унчченех çĕкленине аса илтерчĕ, анчах ăна ниепле те татса пама май килмест. Авари сăлтавĕсене уçăмлатма Мускавран Росавтодор представителĕсем килнĕ — вĕсем «мĕн тума май пуррине пăхса хаклама» шантарчĕç.
Михаил Игнатьев вилнисен тăванĕсене психологи пулăшăвĕ памалли пирки асăрхаттарчĕ. Укçан та пулăшу пулĕ. Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен 3,2 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă. Вилнисен çемйисене 250-шар пин тенкĕ тÿлĕç, аварире аманнисене — 50-шар пин. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Федерацин ĕçлев агентствин ертÿçипе Всеволод Вуколовпа калаçни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл вилнисен çывăх çыннисене Социаллă страховани фончĕ урлă пĕрер миллион тенкĕ тÿлеме май пуррине çирĕплетнĕ. Анчах ку тÿлев официаллă майпа ĕçленĕ çынсем тĕлĕшпе кăна пулма пултарать. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, çак йышра тĕпрен илсен шăпах çĕршывăн тĕп хулинчи предприятисемпе организацисенче ĕç килĕшĕвĕсем туса вăй хуракансем пулнă. Паллах, укçа вĕсене чĕртсе тăратаймĕ, анчах хуйхă кĕтмен çĕртен килсе çапнă çынсемшĕн çак тимлĕх те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 
Теги: