Комментари хушас

Ăраскалĕ ĕмĕтленнĕ пек мар, пачах урăх çулпа кайнă пулин те пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă. Кăмăлланă ĕçре вăй хурса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Сăмахăм Патăрьелти 1-мĕш шкулта ОБЖпа физкультура  предмечĕсене вĕрентекен Юрий Васюткин çинчен. Юрий Иванович кăçал Раççейри чи лайăх учительсен йышне кĕнĕ. Кăçалах ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă.

«Çар çынни пулас килетчĕ»

— Лайăх учитель Чăваш Енре ну-
май. Пирĕн шкултах хăйĕн ĕçне
чунтан юратакан, яваплăха туй-
са ĕçлекен йышлă. Вĕсене пурне те тĕслĕхли-
сен йышне кĕртме пулать. Çавăнпа хама эпĕ
ыттисенчен уйăрмастăп, — çапла каласа кĕтсе
илчĕ пире Юрий Васюткин.
— Юрий Иванович, эпĕ чухланă тăрăх,
эсир вĕрентекенсен йышне ăнсăртран лекнĕ.

— 1988 çулта Патăрьелти 1-мĕш шкул-
тан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕрти çар учи-
лищине кайрăм. Футболла вылянă чухне
чĕркуççине амантнăччĕ те мана училищĕ-
не илмерĕç. Кăмăлăм çав тери хуçăлнăччĕ.
Кĕçех çара илчĕç. Камчаткăна, пограничник-
сен чаçне лекрĕм. Хĕсметре çулталăк тăнă
хыççăн Голицынăри çар училищине вĕренме
кĕтĕм. Икĕ çул пĕлÿ илтĕм унта. Путч пулнă
хыççăн пирĕн училищĕне салатма пуçларĕç.
Малашлăх çуккине кура тăван тăрăха таврăн-
тăм. Ĕмĕтленни пурнăçланайманшăн сĕре
куляннăччĕ. Манăн çав тери çар çынни пу-
лас килнĕ. Шкулта НВП предметне вĕрен-
текен çар пирки питĕ нумай каласа паратчĕ.
Эпир «Зарницăпа» «Орленок» кружокĕсене
çÿреттĕмĕр. Арçын ачасенчен нумайăшĕ çар
çынни пуласшăнччĕ. Маларах кайса çакна та
калам: нумаях пулмасть шкултан вĕренсе тух-
нăранпа 30 çул çитнĕ май пĕр класрисемпе
тĕл пултăмăр. «Кам пулма ĕмĕтленнĕччĕ?» —
ыйтрĕ ун чухне пирĕнтен класс ертÿçи. «Шкул-
та чухне те, халĕ те манăн пĕр ĕмĕт — çар
çынни пуласси», — терĕм эпĕ.
— Патăрьелне килсен шăпа хăш çулпа
илсе кайрĕ?

— Тĕрлĕ вырăнта ĕçлерĕм: çар комисса-
риатĕнче те, коммерци енĕпе те тĕрĕслерĕм
хама. Пĕр сăмахпа, ĕçсĕр ларман. 1994 çулта
мана 1-мĕш шкула физкультура вĕрентме
чĕнчĕç. Шкул çулĕсенче, тĕрĕссипе, манăн
иккĕмĕш ĕмĕт те пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ
Чăваш патшалăх пединститучĕн
физвоспитани факультетне вĕренме каяс килетчĕ. Анчах
çав шухăша каярах пăрахăçлама тиврĕ. «Унта
вĕренме кĕме паллă спортсмен пулмалла», —
тетчĕç юлташсем. Тăван шкула ĕçлеме кил-
сен вара асăннă факультета куçăнсăр мелпе
вĕренме кĕтĕм. Ĕçленĕ те, пĕлÿ те илнĕ. Чăн-
нипе калас тăк, хам учительте ĕçлесси пирки
шухăшламан та маларах.
— Халĕ куншăн ÿкĕнместĕр пулĕ те?
— Çук, ĕç питĕ килĕшет. Шкулта вăхăт ир-
тнине пач та сисместĕп. Тин кăна Пĕлÿ кун-
не палăртнăччĕ. Кĕç юлашки шăнкăрав янă-
рать… Çулталăк питĕ хăвăрт иртет. Каникул
вăхăтĕнче «Зарница» тата «Орленок» вăййи-
сене хатĕрленетпĕр. Республикăри, Раççейри
ăмăртусене хутшăнатпăр. Шкула килнĕренпе
чĕрĕк ĕмĕр иртнине сисмерĕм те.

«Сехет нумаййине ырламастăп»

— Юлашки çулсенче арçын
учительсем шалу пĕчĕк
пулнăран шкултан пăрах-
са каяççĕ…

— Пирĕн шкулта 1000 ача вĕренет. 70
яхăн учитель вăй хурать. Çав йышран
18-шĕ — арçынсем. Ас тăватăп-ха: ĕçлеме
пуçласанах кассăран пĕрремĕш шалу — 36
тенкĕ илнĕччĕ. Вак укçан панăччĕ-ха ăна…
Ĕç укçине сĕтел çинчен пуçтартăм та кĕсье-
не чикрĕм. Ун чухне сехет шучĕ те сахалччĕ.
Çав çулсенче учительте кăна ĕçленипе пу-
рăнма çукчĕ. Хушма ĕç шыранă, Мускава та
кайнă. Халĕ шалу ÿсрĕ, стаж та пур. Паллă,
тин кăна шкула килекен учителĕн ĕç укçи
пĕчĕкрех. Паянхи вĕрентекенĕн мĕн чухлĕ
сехет ытларах, çавăн чухлĕ укçа нумайрах.
Анчах мĕн чухлĕ ытларах сехет илетĕн,
çавăн чухлĕ пахалăхсăртарах иртеççĕ урок-
сем. Кирек мĕн каласан та учитель ывăнать.
Унăн тимлĕхĕ çухалать. Эпĕ вĕрентекенĕн
нумай сехет пулнине ырламастăп. Учителĕн
лайăх, пахалăхлă урок парас тесен кунне
виçĕ сехет кăна пулмалла. Эпир уроксем
хыççăн та ĕçлетпĕр, хушма занятисем иртте-
ретпĕр. Канмалли кунсенче ăмăртусене тă-
тăш çÿретпĕр. Ку — йăлтах лайăх. Анчах чи
кирли, чи пĕлтерĕшли — урок. Мĕншĕн те-
сен урокра тĕп пĕлĕве паратпăр. Эпир, Патă-
рьелсем, севок туса илнипе çемье бюджет-
не пуянлататпăр. Учитель шалăвĕ кулленхи
пурнăç валли çитет. Машина е хваттер ту-
янас тесен килти хушма хуçалăхра пайтах
тар тăкмалла.
— «Раççейри чи лайăх учитель» ята
мĕншĕн тивĕçнĕ эсир?

— Кунта, паллах, пĕр çул кăтартăвĕсене
кăна шута илмен. Эпир нумай çул республи-
кăри «Зарница», «Орленок» вăййисене вы-
ляса илетпĕр. 2017 çулта Атăлçи «Зарни-
цинче» 14 команда хушшинче 1-мĕш вырăн
йышăнтăмăр. Вĕренекенĕмсем ОБЖ пред-
мечĕпе районти, республикăри олимпиадă-
сенче çĕнтереççĕ, Раççей шайĕнчисене те
хутшăнаççĕ. Вĕсем призлă вырăнсем йы-
шăнни мана тата та тăрăшса ĕçлеме хав-
халантарать.
— Çапах калăр-ха: физкультура е ОБЖ
ытларах килĕшет сире?

— Интереслĕ ыйту. ОБЖ – маншăн
тĕп предмет. Ку енĕпе йăлтах йĕркелесе
çитернĕ эпĕ, кăтартусем те пур. Физкульту-
рăпа мана хушма сехетсем параççĕ. Физ-
культура енне чун туртать. Ку енĕпе фа-
нат эпĕ. Волейболла выляма питĕ юрата-
тăп. Малтанах эпĕ хĕрсен ушкăнне пухрăм
та вĕсемпе ĕçлеме пуçларăм. Хамăн вăя
тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Вĕсене хам шутран
ăмăртусене илсе çÿрерĕм. Тăватă çул хатĕ-
рленнĕ хыççăн эпир республикăра 3-мĕш вы-
рăн йышăнтăмăр. Ун чухне мана Хисеп хучĕ
пачĕç. Манăн халĕ грамота нумай. Анчах ку
маншăн чи хакли. Мĕншĕн тесен уншăн мĕн
чухлĕ ĕçленĕ, пайтах тар юхтарнă, нерва
пĕтернĕ. «Кунпа лăпланмалла мар, малал-
ла ĕçлемелле», — тĕв турăм ун чухне. Сăмах
май, шкулти волейбол командине 6-мĕш çул
ертсе пыратăп. Эрнере виçĕ хутчен заняти-
сем ирттеретпĕр. Мана ОБЖ та, физкульту-
ра та пĕр пекех килĕшеççĕ. Сăмах май, мана
физкультурăпа спорт комплексĕнче те се-
хетсем парасшăн, хĕрсен волейбол коман-
дине йĕркелеттересшĕн. Анчах ку питĕ ява-
плă, хăйне евĕрлĕ пултарулăх ĕçĕ. Яваплăх-
ран хăрамастăп паллах. Манăн пĕчĕк пул-
сан та анчах хамăн ĕçе тумалла. Чи кирли —
ăна лайăх, пахалăхлă пурнăçламалла. Ма-
нăн принцип çавăн пек.
Ахăртнех, сирĕн ĕмĕтĕре — çар çынни
пулас тенине — хăвăрăн ачăрсем пурнăçа
кĕртнĕ…

— Хĕрĕмĕр Яна И.Н.Ульянов ячĕллĕ уни-
верситетăн юридици факультетĕнче вĕре-
нет. Çар енĕпе каяс шухăшĕ пурччĕ, ан-
чах куçĕ начар курнипе ăна унта пĕрех ил-
местчĕç. Хĕрĕме садик çулĕнченех волей-
болла выляма вĕрентнĕ эпĕ. Халĕ вăл Шу-
пашкарта 1-мĕш лигăра вылять.
Сирĕн малашнехи тĕллевсем?
— Тĕллевсем ансат, капашсăр пысăккисе-
нех палăртман. Уроксем ирттеретĕп, ăмăр-
тусене хутшăнатпăр. Унтан олимпиадăсене,
«Зарницăпа» «Орленока», вĕрентÿ сборĕ-
сене хатĕрленмелле. Пирĕн йăлтах планпа
пулса пырать. Хальлĕхе çакăн пек шăппăн
ĕçлĕпĕр. Яланах выляса илес килет паллах.
Анчах ытти команда та хатĕрленет. «Эпир
маттур, эпир çĕнтернĕ, айта канар-ха халĕ»,
— тесе çырлахса лармастпăр. Манăн шухăш-
па, пьедестал çинчен ансанах 1-мĕш вырăн
пирки манмалла.
Калăр-ха, эсир мĕнле учитель? Ачасе-
не «2» паллă лартатăр-и?

— Воспитани парас тĕллевпе «2» лартни
те пулать, анчах питĕ сайра. Вĕренекен уро-
ка пач хатĕрленмен тĕк — «2» паратăп. Ан-
чах ача эпĕ унран тепĕр урокра ыйтассине
пĕлет. Эпĕ «2» илнĕ темине кăна мар, тепĕр
темăна та ыйтма пултаратăп. Лайăх хатĕ-
рленнĕ тĕк – «2» палла тÿрлететĕп. Вĕрене-
кенсен тетрачĕсене тăтăш тĕрĕслеме юра-
татăп. Ку вĕсене дисциплинăна хăнăхтарать.

«Пĕр хут каласа париччен çĕр хут кăтартма çăмăлрах»

Юрий Иванович, ОБЖ, физ-
культура предмечĕсене
вĕрентме хальхи шкулта
услови çителĕклĕ-и?

— Манăн вĕрентÿ класне илес тĕк, вăл
чăн-чăн кабинет мар ĕнтĕ. Пирĕн шкулта
кабинет çителĕклĕ маррипе мана хушма
хуçалăх пÿлĕмне пачĕç. Эпĕ ăна кирлĕ пек
йĕркелерĕм, хăтларăм. Апла пулин те çитес
çул юсав ĕçĕсем тумаллах пулать. Мĕншĕн
тесен маччаран шыв анать. Класра интер-
нет, электронлă материалсем, фильмсем
пур. Шкулта пирĕн икĕ спортзал. Физкульту-
ра урокĕсене ирттерме мечĕк те, йĕлтĕр те
çителĕклĕ. Волейболла вылямалли мечĕ-
ксем лайăх пахалăхлă. Хăй вăхăтĕнче эпĕ
вĕсене 10 мечĕк таранчченех туяннăччĕ.
Учитель профессийĕнче йывăрри мĕн?
Хальхи ачасене итлеттерме çăмăл-и?

— Ашкăнаканнисем, итлеменнисем яла-
нах пулнă. Çавăнпа ачасем вĕсем. Учи-
тель ĕçĕнче йывăрлăх нумай. Пысăк ыйту —
пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма пĕлменни. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.