Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăратăп
Эпĕ — Ангелина Сергеева, шкулта вĕрентекенре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран. Инфаркт хыççăн ватлăхра лăпкăн пурăнас чухне мăнукăмсемшĕн пăшăрханса çывăрайми пултăм, çавăнпа «Çамрăксен хаçатĕнчен» пулăшу ыйтса çыратăп.
Ачасен ашшĕ Алексей ку тĕнчере çук, амăшĕ — тĕрмере /упăшкине вĕлернĕшĕн кирпĕч шутлать/. Çемьери инкек хыççăн ачасене хам хÿтте илесшĕнччĕ. Ялта пурăннă май условисем лайăхах мар тесе памарĕç. Ачасене Шупашкарта кукамăшĕпе унăн 2 пÿлĕмлĕ хваттерĕнче хăварчĕç,
вăлах опекун. Асли, хĕрача — 8 çулта, 1-мĕш класа каять, кĕçĕнни — арçын ача, 6-ра. Вăл ДЦПпа чирлĕ. Ăна опекун медицина пулăшăвĕ парас енĕпе çителĕксĕр тăрăшать. 2 çул каялла медицинăпа педагогика комиссийĕ çакăн пек пĕтĕмлетрĕ: ачана вĕрентме пулать. Ăна логопед кирлĕ. Вăл утаймасть, хырăмпа шăвать — ортопед патне каймалла. Эпĕ пулăшу ыйтса ăçта кăна çитмерĕм пулĕ: педиатр патне, опекăпа попечительлĕх органне… «Эсĕ ачасемшĕн никам та мар», — тесе мана итлесшĕн мар. Çапла, эпĕ вĕсен тăван асламăшĕ те мар, унăн аппăшĕ кăна. Манăн аппа Лешăна çуратнă хыççăн вилчĕ. Ашшĕ ăна ача çуртне парасшăнччĕ. Анчах пирĕн анне хирĕç пулчĕ, хăйĕн 9-мĕш ачи вырăнне усрава илсе ÿстерчĕ. Алеша 4-мĕш класра чухне аннем вилчĕ. Çемье çавăрма ĕлкĕреймен пĕртăванăмсем арçын ачана Шупашкара илсе кайрĕç. Алеша хăйне нихăш енчен те катăк ан туйтăр тесе пурте май пулнă таран пулăшрăмăр. Ашшĕ 2 тенкĕлĕх тетрадь те илсе памарĕ.
Алеша пулас арăмĕпе явăçни ырăпа вĕçленмерĕ. Хăй вăхăтĕнче çав хĕр ашшĕне вĕлернĕшĕн тĕрмере ларчĕ, унтан тухсанах пирĕн Лешăна тĕп турĕ. Ăна пытарма ашшĕне аран шыраса тупрăмăр. «Дитя любви» тесе сыв пуллашрĕ. Каçару ыйтнине илтмерĕмĕр. 40 кунне асăнмашкăн килмерĕ, темиçе кун иртсен çеç пырса кайрĕ. Арăмне айăпланă чухне судра мана «шар курнă çын» /потерпевшее лицо/ турĕç. Анчах халĕ ачасем тĕлĕшпе ыйту тухсан «эсĕ никам та мар» теççĕ.
Тăтăшах ачасене курма килеттĕм. Малтанах канмалли кунсенче кăна çÿреттĕм. Сĕтел çинче вĕри апат пурччĕ, холодильник туп-тулличчĕ, анчах ача апачĕ çукчĕ унта. Анчах тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн асăрхаттармасăрах кил- ме тытăнтăм та тÿнтер енсем те курăнма тытăнчĕç. Ачасен пуласлăхĕшĕн шикленетĕп. Кайран чавса çывăх та çыртма çук темелле ан пултăр.
Арçын ачана 1 çул тултарнă хыççăн /ашшĕне вĕлерсен/ Хусанти ортопеди больницинче тĕрĕсленме черет çитнĕччĕ, анчах ăна илсе каймарĕç.
Темиçе çул каялла ачана Шупашкарти реабилитаци центрне кукамăшĕпе иксĕмĕр илсе çÿрерĕмĕр. Процедурăсем хыççăн ывăнса таврăнсан диван çине лараттăмăр, арçын ача пуçне ман чĕрçи çине хуратчĕ. Ăна çурăмĕнчен лăпкаттăм, пуçĕнчен ачашлаттăм. Ача лăпкăн çывăрса каятчĕ. Мансăр мĕнле çывăраççĕ-ши теттĕм? Кун пирки аслă мăнукăм каласа парсан чун çÿçенчĕ. «Кукамай шăллăма пÿлĕмре хăварать те алăка хупать. Вăл макăрать, макăрать те урайĕнчех çывăрса каять», — терĕ. Ачапа ларассишĕнех ĕнене хĕл каçмашкăн шăллăм патне леçрĕм, апатне те илсе кайса патăм. Анчах ачасем тем пекех ыйтсан та çĕр каçма юлман. Пĕррехинче киле кайма тухсан, 4-5-мĕш хут тĕлне анса çитсен, пирĕн ачасем кăшкăрнине илтрĕм. Каялла таврăнтăм. Аслă мăнукăм секци алăкне яри уçнă, мана кĕтет: «Кукамай вилет!» — тесе тискеррĕн кăшкăрчĕ. Манăн ура вăйĕ пĕтрĕ. Каялла та, малалла та утаймарăм. Кÿршĕре пурăнакан тухтăра чĕнтĕм. Çăварĕнчен шурă кăпăк кăларса чĕтренсе выртакан хĕрарăма курсан вăл «03» шăнкăравларĕ. Тухтăрсем часах çитрĕç, урайĕнче хырăмпа шăвакан ачана курсан ашшĕ-амăшĕ çинчен ыйтрĕç. Вĕсен пациенчĕ опекун пулнине пĕлчĕç. Ăна больницăна илсе каймарĕç. Хĕрĕ килсен эпĕ вĕсем патĕнчен тухса кайрăм.
Тепрехинче опекун хăйне япăх туйнипе чĕтреме ернĕччĕ, юрать, ун чухне йăмăкĕ килчĕ. Васкавлă медпулăшу чĕнсе аппăшне наркологие илсе кайма ыйтрĕ. Анчах пациент хирĕçлерĕ те ăна килтех хăварчĕç. Çавăн чухне эрех ĕçме пăрахмашкăн йăмăкĕ те тилмĕрсе ыйтрĕ. Вăл мана çĕр каçма хăварасшăнччĕ, эпĕ хирĕçлерĕм, мĕншĕн тесен чирлĕ çынпа пĕр çуртра çĕр каçма хăратăп. Тем пулсан манах айăплĕç.
Кăçалхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ачана реабилитаци центрне илсе çÿреме килĕшрĕм. Пире ятарлă машинăпа турттарчĕç. Шупашкарти Гладков урамĕнчи сиплев центрне сĕннĕ пулсан та пĕрре те илсе кайман. Тĕп хулари ортопеди центрне çĕршывăн пур кĕтесĕнчен килеççĕ. Эпир вара 6 çулта пĕрре те лекейменни тĕлĕнтерет.
Центра çÿренĕ хыççăн ача аталанма тытăнни сисĕнетчĕ. Ятарлă скафандр тăхăнтартсан çурăмĕнчен кăшт тытнипех утатчĕ. Гидромассаж та пулăшрĕ. Ачана ку процедура питĕ килĕшрĕ. Психолог хăйăрпа выляма вĕрентрĕ. Кăçал çулла ача пĕрремĕш хут хăйăр купи çинче ларчĕ, сехечĕпех теттесемпе вылярĕ.
Кăçал хĕрачи 1-мĕш класа кайрĕ, ÿсĕмĕ пĕлтĕрех çитнĕччĕ, кукамăшĕ ямарĕ. Ăна уроксем тума пулăшма хапăл пултăм. Анчах опекун: «Килсе ан çÿре», — терĕ. Кучченеçсĕр пĕрре те çÿремен, çитсенех сĕтрен апат
пĕçерсе çитерме тăрăшнă. Çавах юраймастăп. 1-мĕш класс ачисене шкула леçсе ямалла, илсе килмелле. «Вăл хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхнă, куншăн мана ырлаççĕ кăна», — çапла калать кукамăшĕ. Хĕрача шкула хăех каять, килет. Шкулти пухăва опекун каймарĕ. Мана вара класс ертÿçи кĕртесшĕн марччĕ, саккунлă представителĕ кирлĕ-мĕн. Завуч ирĕк панипе кăна класра юлтăм.
Хупă алăк умĕнче эпĕ пайтах тăнă. Иртнинче урамра 1 сехетлĕхе курнăçрăм, ачана кĕнеке те вулаттараймарăм.
Кĕçĕннине вăл юратнă сĕт апатне пĕçерсе çитереймерĕм. Ачасене нимĕнле усă кÿреймерĕм. Асли мана курсанах чупса пырса ыталатчĕ, хальхинче вăл мана яланхи пекех çул тăваткалне ăсатмарĕ, кĕçĕнни, велосипед çинче лараканскер, эпĕ кайнине ăнланман куçĕсемпе пăхса юлчĕ. Эпĕ пит çăмарти тăрăх юхакан куççуле шăлса чарăнăва утрăм.
«Мĕн ухмах сутса çÿрет çак хĕрарăм?» — тенине те хăлхана чикместĕп, мĕншĕн тесен эпĕ ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăратăп. Çавăнпа ялтан килме ÿркенместĕп. Ачасен кукамăшĕ апат ăшăтма лартса çывăрса каясран
шикленетĕп, кастрюль тĕпĕ çуннине пĕрре мар курнăччĕ. Малалла вулас...
Ангелина СЕРГЕЕВА.
Красноармейски районĕ,
Карай ялĕ.