Комментари хушас

3 Oct, 2018 | Спорт | форумсем

Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ кăçал юпа уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Чĕмпĕр хулинче иртет.

Ку форум çĕршывăн спорт пурнăçĕнчи тĕп пулăмĕсенчен пĕри пулса пырать. Физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышне ÿстерес тĕллев ун шăнăрĕнче. Унпа пĕрлех тĕнче шайĕнче туслă çыхăну йĕркелесси те.

Раççейпе ют çĕршывсенчен форума 3 пин ытла хăна пуçтарăнмалла. Вĕсен йышĕнче регион тата федераци шайĕнчи влаç органĕсен ертÿçисем, Олимп юхăмĕн представителĕсем, спорт организацийĕсен хастарĕсем, ăслăлăхпа çывăххисем, тĕнче шайĕнчи спортра палăрнисем пулмалла.

Физкультурăпа спорта аталантарасси тавра çавра сĕтелсенче, дискусси лапамĕсенче сăмах пуçарĕç. Тĕп ыйтусенчен пĕри «Ĕçпе хÿтĕлева хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне малашне тата та хăватлатасси пулмалла.

Чĕпмĕр хулинче пурăнакансемпе хăнасемшĕн форум иртнĕ вăхăтра кашни паркрах, халăх йышлă пухăнакан вырăнтах спорт лапамĕсем ĕçлĕç. Ачасемпе аслисем «Зарница» йышши вăййа хутшăнма, спорт викторинисене хутшăнма, спортпа çыхăннă кинофильмсем пăхма, спортри çĕнĕ хатĕрсемпе паллашма пултарĕç.

Форумăн хаваслă тĕпĕр саманчĕ — 2019 çулта Красноярскра иртекен XXIX Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиада çулăмĕн эстафети Президент кĕперĕ урлă иртни пулĕ.

«Раççей — спорт çĕршывĕ» форума Чăваш Енĕн пысăк делегацийĕ те хутшăнĕ.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: