Комментари хушас

3 Юпа, 2018

Пĕтĕм Раççей тĕрĕслев ĕçĕсене еплерех йĕркелĕç?

Республикăри шкулсенче ку ыйтăва класс сехечĕсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче сÿтсе яваççĕ.

Вĕренекенсемпе вĕсен чи çывăх çыннисене 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче тĕрĕслеве мĕнле форматпа ирттерессине, кăтартусемпе малалла мĕнле ĕçлессине ăнлантараççĕ.

Кунашкал ĕçсене Раççейре 2016 çулта ирттерме пуçланă. Пуçламăш классенчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕве ФГОС ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ май 4-8 классенче вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ мĕнлерех? Çакна хаклас тĕллевпе иртеççĕ тĕрĕслевсем.

www.hypar.ru

И.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Теги: