Комментари хушас

Республикăра çынсене шалу тÿлессипе çыхăннă парăмсен калăпăшĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 76 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак цифрăна паян ведомствăсен ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.
Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин çак виçе иртнĕ çулхинчен чакнине палăртрĕ, анчах юлашки вăхăтра парăм каллех ÿсме тытăнни сисĕнет. Асăннă виçере Шупашкарти 1-мĕш типографи тÿпи пысăк. Панкрута тухнăскерĕн куçми пурлăхне çак кунсенче сутнă, анчах çакă та 16 миллион тенкĕлĕх парăмăн çуррине саплаштарма кăна çитет. Пысăк парăмлисен шутĕнче çавăн пекех — Чăвашавтотранс, Çĕнĕ Шупашкарти ДСК тата ыттисем. Пассажирсене илсе çÿрекен транспорт компанийĕнче те паян панкрутлăх процедурисене пурнăçлаççĕ, унăн пурлăхĕ çынсене шалу парăмне тÿлесе татма çителĕклех. Çурт-йĕр тăвакан комбинат вара юпа уйăхĕнче продукци сутнинчен килекен укçапа çынсемпе татăлма шантарать.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаçăн ĕç укçине вăхăтра тÿлессипе çыхăннă лару-тăрăва витĕм кÿме тăрăшмалли пирки каларĕ, кам ку енĕпе ĕçлесшĕн мар — вĕсене тивĕçлипе явап тыттарасси пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: