Комментари хушас

28 Авăн, 2018

Хулари шкула та - автобуспа

Тӗп хулари аякри микрорайонсенче пурӑнакан ачасене пӗлӳ ҫуртне шкул автобусӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе 7 автобус уйӑрнӑ. 255 вӗренекене вӗренӳ учрежденине илсе ҫитерес тӗллевпе вӗсем 28 рейс тӑваҫҫӗ. Ачасене 23, 30, 33, 35, 48-мӗш шкулсене Соляное, Ҫӗнӗ хула, заволжье микрорайонсенчен, Чандрово салинчен турттараҫҫӗ.

Паян массӑллӑ информаци хатерӗсенче ӗҫлекенсене 33-мӗш шкултан Соляное микрорайона ачасене уроксем хыҫҫӑн автобуссемпе леҫсе янине кӑтартрӗҫ. 33-мӗш шкулта асӑннӑ микрорайонтан пуҫламӑш классенче 30 ача вӗренет. Шкул автобусӗ ҫӳретнипе ашшӗ-амӑшӗ те, учительсем те кӑмӑллӑ. Тӗплӗнрех - "Хыпарӑн" черетлӗ кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: