Комментари хушас

28 Авăн, 2018

Ватă çынсене мĕн пăшăрхантарать?

Паян Наци библиотекинче ЧР Этем прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕн Надежда Прокопьевăн пуçарăвĕпе граждансене йышăнчĕç. Ăна Ватă çынсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă.

Çак йышăнăва çавăн пекех ЧР прокуратурин, Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин, Пенси фончĕн уйрăмĕн, Нотариус палатин, РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн, Шупашкар хула администрацийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç. Мероприятие уçнă май Надежда Прокопьева харăсах темиçе ведомство представителĕсем граждансене йышăннине çынсем ырланине палăртрĕ, çавна май çакнашкал тĕлпулусене кашни çулах йĕркелеме тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Йышăнăва 12 çын килчĕ. Аслă ăрури çынсем хăйсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене — социаллă пособисене тивĕçесси, «Ĕç ветеранĕ» ята илесси, страховани тÿлевĕсен индексацийĕ, ишĕлес патнех çитнĕ çуртран çĕнĕ çĕре куçасси, пурăнмалли условисене лайăхлатасси тата ытти те — хускатрĕç, хăйсен чун ыратăвне уçса пачĕç. Ведомство представителĕсем граждансене пурне те йывăрлăхĕсене халĕ вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн мĕнле татса памаллине ăнлантарчĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: