Комментари хушас

«Ах, санпа калаçмалли нумайччĕ манăн, Оля», — мăшăрăм вилес умĕн çапла калани халĕ те асран тухмасть. Мĕн пĕлтересшĕн пулнă-ши вăл мана? Пурăннă чухне сăмах ваклама юратмастчĕ, яланах ĕçлетчĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, 20 çул трактористра, комбайнерта ĕçленĕ Ольга Плотникова. Ольга Петровнăн мăшăрĕ Владимир Витальевич та хăй вăхăтĕнче хурçă ута, сарă тинĕс карапне, çÿретнĕ. Ĕçре хастарлăхпа пуçарулăх кăтартнăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Казах хĕрне — лаша, чăваш пикине трактор кирлĕ

Ольга Плотниковăн шăпи чăннипех те интереслĕ. Арçын профессине суйланă пулин те хĕрарăм телейне те курнă вăл. Юрĕ, йĕркипех каласа кăтартам. Ольга Петровна Куславкка районĕнчи Куснарта çуралса ÿснĕ. «Манăн куккасем Кольăпа Володь тракторпа ĕçлетчĕç, Валя кукка механикчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах мана техника еннелле туртатчĕ. Аслă классенче чухне пĕлÿ çуртĕнче хурçă утпа çÿреме хăнăхтарчĕç. Т-40 тракторпа çÿретрĕç. Ятарлă свидетельство та панăччĕ. Каярах вара права илтĕм. Шкултан вĕренсе тухсанах «Аниш» совхозра Т-16-па ĕçлеме пуçларăм. Умĕнче кузов пурччĕ унăн. Унпа фермăсенчен тислĕк кăлараттăмччĕ. Унтан ЮМЗ, Т-40 çине лартрĕç. «Çăпаталлă тракторпа икшерĕн ĕçлемелле, эсĕ Петя Моторовпа кай, унăн тракторĕ çĕнĕрех», — терĕç мана çураки çитсен. Каярах Вова Плотников çĕнĕ хурçă ут илчĕ те ун патне куçарчĕç. Икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕрччĕ. Вăл çĕрле сухалатчĕ, эпĕ ирхине ăна улăштарма каяттăмччĕ. «Ах, шалккă сире, пĕри ирхине, тепри каçхине ĕçлет», — тетчĕ пире заправкăра тăрăшакан Иван Михайлович», — аса илчĕ Ольга Петровна.
1976 çул. Кĕркунне Куснар ялĕнчи хĕр-упраç Саратова топографа вĕренме каять. Ольга та вĕсенчен юлмасть. Çулталăк вĕренсен вĕсене Куйбышев облаçне ĕçлеме яраççĕ. Ăраскалĕ çапларах-ши, кунта та ăна арçынсемпе пĕрле вăй хума тивет. Ĕçлеме ÿркенменскер ку профессие те ним мар парăнтарать ял хĕрĕ. «Пирĕн йышра казах хĕрĕ пурччĕ, пĕрмай лашасем патне чупатчĕ. Эпĕ вара хире трактористсем патне «Казахстанпа» сухалама вĕçтереттĕмччĕ. Хама арçынсем кÿрентерессинчен те хăрама пĕлмен вĕт-ха», — шухăшлатăп халĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, унтан пăрахса килтĕм. Тăван яла, трактор çинех чун туртрĕ. Яла килсен малтанхи пек сменăпах ĕçлерĕмĕр. Вова Т-150 çине куçрĕ. Т-150 тракторĕпе манăн та питĕ ĕçлес килетчĕ. Питĕ ăмсанса пăхаттăмччĕ ăна. Май килсенех ăна улăштарма тăрăшаттăмччĕ. Кабинăна вăр-вар кĕрсе лараттăмччĕ те кĕрлеттерсе кăна çÿреттĕмччĕ. Иртен-каян питĕ пăхатчĕ вара. «Охо, хĕрарăм Т-150-па пырать», — тетчĕç. Тракторĕ пысăк та-ха. «Аниш» совхозра Лева Кузнецов та Т-150-па ĕçлетчĕ. Пăртак сыпкалатчĕ вăл. «Ма ĕçмест-ши çак, хам çÿреттĕмччĕ тракторĕпе», — теттĕмччĕ. Маларах ялти хĕрарăмсем шăлавар тăхăнма вăтаннă. Техникăпа вара кĕпепе ĕçлеме меллех мар. Çавăнпа шăлаварне те, юбкине те тăхăнаттăмччĕ. Каярах спецовкăсем тухрĕç. 1978 çулта кĕркунне çумăр вăйлă çурĕ. Çăпаталлă тракторсене пĕтĕмпех хăмла турттарма ячĕç. Авăн уйăхĕнче, хăмла татса пĕтерсен, çамрăк трактористсем мана «Казахстан» çине лартрĕç те Плотниковсен килне илсе килчĕç. Вовипе ун пирки маларах калаçман та эпир. Тĕрĕссипе, пĕрлешесси пирки шухăшламан та. Çавăнпа тепĕр кунне эпĕ тăван киле кайрăм. Юнашар касрах пурăнаттăмăрччĕ эпир. Вова мана илме пычĕ. Аннен аппăшĕ Валя аппа та каçрĕ. «Хĕрлĕхе çакса çÿрĕп-и-ха, çын пĕрех калаçать», — тесе шухăшларăм хам та. Вова
çынпа сахал калаçатчĕ, чĕмсĕртерехчĕ. Куляннипе эрех ĕçсе кайĕ тата тесе хĕрхентĕм ăна. Хамах утрăм Энĕш хĕррипе, килтĕм каялла. Юрату мĕнне пĕлмесĕрех качча тухрăм. Пурăнсан, пурăнсан,10 çултан юратса пăрахрăм мăшăрăма. Ун чухне тăватă ача çуратнăччĕ ĕнтĕ эпĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Ольга Петровна.

Механизаторсен амăшĕ

Çапла, пĕр тракторпа иккĕн ĕçлесе çирĕп çемье çавăрнă Плотниковсем. 33 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннă. Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Пурне те аслă пĕлÿ панă. Хĕрĕсем пурте, ывăлĕ пирки каламастпăр та, яла килсен тракторпа çÿреççĕ. «Упăшкапа иксĕмĕр те хирте ĕçленĕрен хăшĕ маларах киле килет — çавă ĕçсене пуçтарнă. Ĕçе нихăçан та уйăрман. «Килте апат çук», — тесе пĕрре те харкашман мăшăрăм. Пĕр-пĕрне яланах ăнланма тăрăшнă. Шел, ватлăха пĕрле пайлаймарĕ. 5 çул каялла куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Ăна аса илмен кун та çук манăн. Юрать, ачасем кашни канмалли кунах килеççĕ, тунсăха сирме пулăшаççĕ. 7 мăнукпа савăнатăп. Пирĕн кÿршĕре Альтук аппа пурăнатчĕ. «Мана Степка матки тесе калатчĕç», — тенĕччĕ вăл пĕрре. Унăн мăшăрĕ вăрçăра пуç хунăччĕ. «Ай-яй, мĕнле шукăль ят», — шухăшланăччĕ эпĕ. Ывăл çуралсан вара Степа ят патăмăр. Хĕрĕмсем ку ята йышăнасшăн марччĕ. «Эсир хуть те мĕнле калăр, эпĕ Степа тесе чĕнĕп», — терĕм. Каярах мăшăр та, хĕрĕмсем те аван ят тесе йышăнчĕç», — асаилÿ çăмхине малалла сÿтрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.