Комментари хушас

27 Авăн, 2018

Таврари ялсенчен çеç мар, кÿршĕ районтан та

Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 180 вĕренекен ăс пухать. Вунă ял ачи çÿрет кунта: Упамса, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Çĕньял, Хурама Тăвар, Анат Тăрмăш, Çăл Атăк, Тури Тăрмăш, Турхан тата Шăмăршă районĕнчи Кучек ялĕнчен. Кÿршĕ ялсенчен автобуссем турттараççĕ. Шкул пурнăçĕ нихăçан та тунсăхлă мар. Унта ахаль ларма пачах та вăхăт çук. Кашни ача мĕнпе те пулин кăсăкланать, юратнă вĕрентекен патне килĕштернĕ предмечĕпе çĕннине пĕлме е пĕр-пĕр кружока васкать.

Куçса çÿрекенни пулнăран

Шкулта арçын ачасен тата хĕр ачасен волейбол командисем пур. Арçын ачасен командин тренерĕ — Валерий Осипов, хĕр ачасен — Валерий Макаров.
Максим Иванов — шÿтлеме юратакан, çав вăхăтрах маттур каччă. Вăл — волейбол командин ертÿçи. ªХĕр ачасен командирĕ — 9-мĕш класра вĕренекен Кристина Косойкинаº. Халь 11-мĕш класра ăс пухаканскер волейболла 5-мĕш класранпа вылять. 7 çул каялла 11-мĕш класс вĕренекенĕсемпе туслашнă вăл. Лешсем вара ăна спорта явăçтарнă. «Кăçал ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Виталий Волков ячĕпе иртнĕ район шайĕнчи ăмăртура çĕнтертĕмĕр. Кубока тивĕçрĕмĕр, анчах куçса çÿрекенни пулнăран хамăрпа пĕрле парса ямарĕç. Юрать алла тытса курса ĕлкĕртĕмĕр», — аса илчĕ Максим.

«Тургеневăн хĕрĕ»

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ольга Ефимова шкул ачисене «Раççей гимнĕ — ăнланмалла сăмахсемпе» конкурса хутшăнма сĕннĕ. Мульт, ÿкерчĕк, видео ăнлантарусенчен пĕрне пурнăçлама тивнĕ унта. «Шкултан темиçе вĕренекен хутшăнчĕ. Эпĕ мульт ăнлантару тума шут тытрăм. Гимнри пĕр-пĕр сăмахăн пĕлтерĕшне уçса памаллаччĕ. С.И.Ожегов словарĕпе усă курса тата хамăн сăмахсемпе ăнлантармаллаччĕ. «Мăн асатте» сăмаха суйларăм. Мĕншĕн çакна- ха? Атте-анне, асатте-асанне тата ытти тăван — пирĕншĕн чи çывăх çынсем-çке. Вĕсене манма юрамасть. Ĕçе Мускава ярса патăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ. Эпир çĕнтерÿçĕсен йышне кĕтĕмĕр. Мускава чĕнсе илчĕç. Раççей историйĕн музейĕнче пулса куртăмăр. Вăл центрта вырнаçнă. Музей ĕлĕкхине тата хальхи вăхăта кăтартакан экспонатсемпе, ÿкерчĕксемпе пуян. Чыслав пĕр куна тăсăлчĕ. Кайран Ольга Петровнăпа тĕп хула тăрăх çÿрерĕмĕр, сăн ÿкерĕнтĕмĕр. Çапла кăсăклă пулăмпа вĕçленчĕ иртнĕ вĕренÿ çулĕ», — пĕлтерчĕ 11-мĕш класра ăс пухакан, «пиллĕк» паллăпа çеç вĕренекен Валерия Осипова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.