Комментари хушас

31 Çу, 2014

Тымарсенчен татăлмасан ял çĕкленĕ

Иван Иванов - Вăрмар районĕнче паян ăнăçлă аталанса пыракан предпринимательсенчен пĕри. Çук, "Джиппа" ярăнмасть вăл, кăнтăрлахи-каçхи апата та ресторана çÿремест. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрришĕн мар, вăл аталанăва урăхларах ăнлавсемпе виçнĕрен,

- Лайăх предприниматель хăй чаплă иномаркăпа вĕçтерсе çÿресе ĕçтешĕсене велосипед çине лартмасть. Манăн çемье тĕрекленсе пырать тĕк коллективра тăрăшакан кашни ĕçченĕн кил-йышĕ ура çинче çирĕп тăмалла. Аталанăвăн шăнăрĕ çакăнта.

"Шоркистринский" производство кооперативĕн тилхепине Иван Геннадьевич ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлсан тытнă. Кооперативăн историйĕ кăсăклă. Унăн никĕсĕ - вырăнти кирпĕч завочĕ. Пĕррехинче /ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче пулнă/ вăйлă çил-тăвăл тухать те - предприятин çурчĕсем ишĕлсе арканаççĕ. Комисси сăнанă хыççăн завода пăрахăçлама сĕнет. Геннадий Иванович мĕн чухлĕ çын ĕç вырăнне çухатасса шухăшласа илнĕ те - ушкăнпа капашсăр пысăк юсав ĕçне пуçăннă. Çĕнĕрен хута янă завода производство кооперативĕ пек регистрациленĕ.

Иван хăйĕн çулĕпе утасса малтанах ашшĕ шанман-ха. Чăваш патшалăх педагогика университетне физкультура факультетне вĕренме кĕнĕскер пĕлÿ илнĕ профессийĕпех ĕçлессе кĕтнĕ-тĕр. Ашшĕн ят-сумне пысăка хума ачаранах хăнăхнă аслă ывăлĕ вара университет сакки çинчен тăрричченех çуллахи каникулсенче кооперативра тăрмашнă. 22 çултанпа предприятирен пачах уйрăлман.

Паян Энĕшпуçĕнче кирпĕч çапмаççĕ, виçĕ çул каялла тĕрлĕ сăлтава пула завода хупнă. Чылай маларах кооператив çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăннă - халĕ вăл тĕпре. Хуçалăх нумай çул ÿсекен культурăсем, тĕш тырă, çĕр улми çитĕнтерет. 600 гектар йышăнакан лаптăк çинче пушă выртакан çĕр çук.

- Вырăнти колхоз саланнă /2000-мĕш çулта/ хыççăн ку тăрăхри уйсене хыт-хура пусма тытăнчĕ. Йĕри-тавра вăрман пулнăран йывăç-тĕм те хăй тĕллĕн акăнса ашкăрма пуçларĕ. Кăкласа тирпейлерĕмĕр, пулăхлăхĕшĕн, пахалăхĕшĕн тăрăшма пикентĕмĕр. Тĕрĕссипе, пирĕн тăрăхри çĕрсен пахалăхĕ çеçен хиртисенчи пекех мар, вăрман нÿрĕке, тутлăхлă япаласене туртса илет. Апла пулин те пуç усмастпăр, май пур таран им-çампа усă куратпăр. Çĕр ĕçĕн тĕнче практикинче темĕн тĕрлĕ технологи те хута каять, эпир те вĕсене майĕпен ăса хывса, хамăра тивĕçтерекеннине ĕçе кĕртсе пыратпăр, - ертÿçĕ чи малтанах эффективлăхшăн яваплине çирĕплетет Иван Геннадьевич.

Аталану çулĕ çине тăнă мал ĕмĕтлĕ предприниматель хăйĕн ĕçтешĕсен опычĕпе паллашсах тăрать. Ют çĕр-шыври фермер-тусĕсен ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланать. Чи йывăр ыйтусене татса памалла чухне сылтăм алли вырăнĕнче - мăшăрĕ Ольга Анатольевна.

Ял каччипе пĕрлешсе ялта йăва çавăрасса хулара çуралса ÿснĕ Ольга нихăçан та тĕлленмен. Ашшĕ-амăшĕ чăваш салисенчех çитĕннĕрен унти пурнăç ют пулман-ха хĕршĕн. Хĕрарăмсем те арçынран кая мар йывăр ĕçре тăрмашнине ăнланса "ял ман валли марах" тенĕ. Педагог-психолога вĕреннĕ вăхăтра аслă шкул стенисен хушшинчех пĕлÿ пухакан Иванпа паллашсан шăпа ăна Энĕшпуçне çитернĕ.

- Пурнăçна улăштарма май пур тесен те урăх çул суйламăттăм. Ялта паян пурнăç самай çăмăлланчĕ, газ, шыв, асфальт çул... Каçалапа пахчана тухатăн та - уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлатăн. Хулара пурăннă чухне аллерги аптăрататчĕ, халĕ çав амакран хăтăлтăм. Канма услови çук тетĕр-и. Эпир çемьепе эрнере икĕ кун район центрĕнчи физкультурăпа спорт комплексне çÿретпĕр, бассейна, фитнеса, - кăмăллăн калаçать çемье вучахĕн ăшшине упраканĕ.

Ивановсен тĕрекĕ - ачисем, 5-мĕш класран чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Геннадий / аслашшĕн ятне панă. - Авт./ тата тăваттăри Юлия.

- Пуянлăх пурнăçра чи кирли мар. Ачасем сывă та йĕркеллĕ çитĕнччĕр - çавăншăн пурăнатпăр вĕт. Паян уй-хирте хыт хурана кашлаттарсан, çут çанталăк пурлăхĕпе хурахла усă курса ăна ирсĕрлетсен çитĕнекен тата килес ăрусен куçĕнчен епле пăхăпăр. - хăйĕн кун-çулĕн тĕшшине уçрĕ Иван Геннадьевич сыв пуллашас умĕн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.