Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитетне Анатолий Ухтияров ертсе пырĕ
Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитетне ертсе пыма çĕнĕ çынна шаннă. Ку тивĕçе Анатолий Ухтияров (сăн ÿкерчĕкре - сылтăмри) пурнăçлĕ.
Анатолий Ильич чылай çул Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнче ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те вăл чăваш парламенчĕн аппаратне ертсе пычĕ. Пĕлĕвĕпе - юрист. Шăмăршă çĕрĕн чăвашĕпе ЧНК ĕçченĕсене ĕнер паллаштарнă. Кун пирки ЧНК пресс-служби хыпарлать.
Ĕç тăвакан комитет ертÿçинче маларах Валерий Клементьев вице-президент тăрăшнă. Нумаях пулмасть ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорне лартнине "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби пĕлтернĕччĕ.