Комментари хушас

24 Авăн, 2018

Чиркÿллĕ ял пĕтмессе шанаççĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсем Чăн Таса Турă Амăшĕ Мария çуралнă куна паллă тăваççĕ. Куславкка районĕнчи Кармалта пурăнакансемшĕн ку пушшех пысăк уяв. Ăна ял халăхĕ уйрăм асамлăхпа, хăпартлануллă кăмăлпа кĕтсе илет.
Пĕчĕк ялта чиркÿ хăпартас çук. Вăл «сала» ятне те илтес çук. Виçĕ ĕмĕр каялла Кармал та çак хисепе ахальтен тивĕçмен эппин. 1750-1755 çулсенчех чиркÿ хăпартнă кунта. Чан сассийĕ 1939 çулчченех илтĕннĕ. 1954 çулта совет влаçĕ аркатнă ăна.
Чăн хăват, таса та çутă ĕмĕт, ĕненÿ вара пурăнма пăрахман. Шăпах çакă çулсем иртсен кивĕ чиркÿ вырăнĕнче çĕннине хăпартма пулăшнă та. Ку ĕçре Таса Мария хăй пулăшса пынине те шанать ял халăхĕ. Унсăрăн çĕрпе танлашнă чиркÿре кĕлĕ сасси çĕнĕрен илтĕнме пултарĕччĕ-и? Шăп та лăп малтанхи евĕр хăпартнă-мĕн кĕлĕ тумалли çурта. Йывăç вырăнне çеç — кирпĕч. Никĕсĕ те шăп та шай хăй вырăнне ларнă, алтарь тĕлĕ те тупăннă. Чăн Таса Турă Амăшĕ Мария çуралнине уйрăмах хисепе хурасси вара чиркÿ шăпах çак ятпа хисепленнипе çыхăннă.

Пархатарлă шухăш

— «Кунта чиркÿ пулнă», — тетчĕ иртсе çÿренĕ май упăшкам пĕрмай. Сăн ÿкерчĕк те кăтартатчĕ. Çак чиркĕве çĕнĕрен чĕртсе лартас шухăш амаланчĕ тахăш самантра. Лавкка та лартса пăхнă ку вырăнта — йĕркеллĕ ĕçлеймен вăл. Часах ишĕлсе анчĕ. Çакăн хыççăн чиркĕве пушшех çĕнĕрен хăпартас килчĕ. Сăваплă вырăнта лавкка ишĕлчĕкĕ выртмалла-и вара? Çак шухăшпа виçĕ-тăватă çул пĕччен пурăнтăм. Кăкăра та хĕсекен пулчĕ вăл. Пуçласа ку сăмаха йăмăка каласа кăтартрăм. Мĕнех калайĕ? Шухăша ырласа ял халăхĕ çунатлантарса ячĕ. Турă ирĕкĕ пулчĕ-тĕр — ĕç ăнса пычĕ.
Гурий атте малтанласа хĕрес те пулин лартма сĕнчĕ. Упăшкапа туса тухрăмăр ăна. Юрласа утрăмăр. Çынсем пĕрин хыççăн тепри хутшăнчĕç пирĕн йыша. Çапла вунă çын ытла та пулса кайрăмăр. Сăваплă вырăна хĕрес лартрăмăр. Варнава та пиллерĕ пире. Чиркÿ лартма укçа-тенкĕ нумай кирлĕрен часавай çеç тума сĕнекен те пулчĕ. Ĕç вара хăйне-хăй кал-кал ăнса пычĕ, чиркÿ лартма та хăват çитертĕмĕр, — каласа кăтартать Зинаида Смирнова.
Канаш район хĕрĕ качча тухсан хулара ĕçлесе пурăннă. Пенси çулне çитсен кил хуçи Анатолий Витальевич çуралнă тăрăхра тĕпленме шухăш тытнă. Çапла 2008 çулта Кармала куçса килнĕ Смирновсем. Малтан та чиркÿ пирки шухăшлакаланă хĕрарăмăн пуçĕнче çак тĕллев пушшех амаланнă. Тĕрлĕ çĕре чупса, тĕрлĕ хут çырса 2011 çулта строительство ĕçне пуçланă кунта.

Çирĕп никĕс

Ял варринчи лапамри лавкка ишĕлчĕкĕсене пуçтарсан никĕс чавма тытăннă халăх. Ĕçленĕ май малтанхи никĕс те, алтарь вырăнĕ те тупăннă. Çакă та «çÿлтен» килекен хăйне май «хыпар» иккенне ĕненсе шăп та лăп малтанхи чикĕпе янă никĕсе. Тухса пыракан ĕлĕкхи пысăк чулсемпе те ĕçре усă курнă.
Ял халăхĕ çулталăкра икĕ хутчен пысăк нимене пухăннă. Хулара пурăнакан çамрăксем те хаваспах хутшăннă пархатарлă ĕçе.
Халăхран пухнă укçа-тенкĕпе хăпартнă чиркĕве. Вырăнти уламçăсен тÿпи те пĕчĕк мар. Куславккасен ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин пулăшу хунă. Укçа-тенкĕпе çеç мар, кăмăл-туйăмпа та хăпартлантарнă вăл çынсене. Алиса Скворцова та нумай пулăшнине палăртать халăх. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ /ун чухне ку тивĕçе шăпах Алиса Георгиевна пурнăçланă/ ăнланмасан ĕçе ăнтарма йывăррине çирĕплетеççĕ кунта тĕпленнисем. Халĕ район администрацийĕнче ĕçлет пулин те чиркÿре юрлама та вăхăт тупать-мĕн маттур хĕрарăм. Петр Крылов усламçă тÿпи те пĕчĕк мар. Ял старостипе мăшăрне — Павловсене — палăртаççĕ çынсем. Сăмах май, Сергей Никандрович алтарьте ĕçлет халĕ. Овчинниковсен тÿпи те пысăк. Кил хуçи Юрий Федорович чиркÿ строительствине йĕркелесе пынă. Зинаидăпа Анатолий Смирновсем ĕçе пуçарса яма пултарнишĕн уйрăм хисепе тивĕç. Шăмалăхра пурăнакан вĕсен хăтăшĕ Виталий Иванов та сахал мар тар юхтарнă. Людмила Смирновăпа Алевтина Аникина хуранĕ-хуранĕпе апат пĕçернĕ. Николай Пчельников та тава тивĕç. Анчах шел, пурнăçран ир уйрăлса кайнăран ялти чан сассипе киленме ĕлкĕреймен арçын.
Ниме нумай çынна пуçтарнă. Ялти, ял тăрăхĕнчи нумай çын ырăпа асăннине, хисепе тивĕç. Анчах пурне те ятран асăнса пĕтерейĕн-и?..

Укçа пухма çăмăл мар

— Нумай ялта укçа пухнă. Урам варринчех выртаççĕ йыттисем — пĕри те «хам!» темест. Çĕньялта вара пĕрисен хапхи патне пытăм кăна — алăк умĕнчи йытă çыртса та илчĕ — ял тăрăх юн юхтарса çÿрерĕм. Укçа пуçтарма питĕ йывăр. Тем те курма тивнĕ. Усал калакан та, Турра чунран ĕненекен те пур. Яланах пулăшакансем те çук мар. Хурамалта, сăмахран, пирĕн район та мар ку ял, Надежда Панкратова текен хĕрарăм пур, пĕрмай пулăшма тăрăшать.
Ялта чиркÿ туни питĕ лайăх-çке. Çамрăк чухнех Елчĕке, Куснара çÿреттĕм. Халĕ акă хамăр тăрăхра та чиркÿ пур. Килес килсе тăрать, Энтри-Пасартан кăмăлпа утса килетĕп, кăмăлпах таврăнатăп киле. Чиркÿ уçса кĕрекенни эпĕ, — каласа кăтартать 80 тултаракан Людмила Анейкина.
Людмила Филипповна чиркĕвĕн кассирĕ иккен. Пулăшу ыйтса йĕри-таврари ялсене çуран çаврăннă вăл. Пĕрре кăна та мар.

Пĕрремĕш кĕлĕ

— Куполсене кĕске вăхăтра илме пултартăмăр. Укçа нумай кирлĕ-çке. Толя хăта сăрламаллине кăна лартар пулĕ тетчĕ. «Пуçтаратпăр», — тетпĕр. Чăннипех те май тупрăмăр. Пĕрне Кармалсем туянчĕç, теприне валли ял тăрăхĕнче пуçтарăнчĕ, виççĕмĕшне тăвансемпе пĕлĕшсем парнелерĕç темелле. Кунти çынсем те мар хăйсем. Ун чухне Çурçĕре ĕçлеме çÿреттĕм, пĕрле вăй хуракан чăвашсем пилĕкшер пин тенкĕ парса яратчĕç. Хăнана килсе курма питĕ чĕнетĕп вĕсене. Куполсем вырнаçтарнă чухне халăх мĕн чухлĕн пухăнчĕ тата, — каласа кăтартать Шăмалăхра пурăнакан Людмила Иванова.
Чиркÿ тунă вăхăтра хĕлле те, çулла та кĕске кĕлĕсем урамрах вуланă кунта. 2016 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара чиркÿре пĕрремĕш кĕлĕ янăранă. Авăнăн 21-мĕшĕнчи уяв пушшех чаплă иртнĕ.
Василий атте малтанах кунта Куславккаран килсе çÿренĕ. Çулталăк каялла ял халăхĕ ăна пÿрт уйăрса панă.
Чечек-йывăç лартнă
Чиркÿри кашни турăша е çемьепе, е урампа туяннă кунта. Паллах, строительство вĕçленнĕ теме те çук. Вак-тĕвек ĕçсем тупăнаççĕ. Нумаях пулмасть чиркÿ тавра тимĕр карта тытнă. Ара, ялти выльăх чиркÿ умнех пырать-çке. Ун таврашне тасатса тирпейлессине те малти вырăна хураççĕ Энтри-Пасар ял тăрăхĕн çыннисем. Чăн Таса Мария çуралнă кун умĕн, кĕçнерни кун, субботнике те тухнă вĕсем. Чиркÿ тавра чечек-йывăç лартнă. Малашне тавралăха тата илемлетĕç-ха.
— Хĕрарăмсен канашĕ те хутшăнать çак пархатарлă ĕçе. Кам мĕнле пултарать — çапла пулăшать. Эпĕ те чиркÿ картишне лартма тĕрлĕ чечек-йывăç хатĕрлерĕм. Пурте таса чунпа, ырă туйăмпа тăрăшаççĕ, — тет Энтри-Пасар ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Надежда Петрова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.