Тырă вырăнне - çум курăкĕ
Пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси çивĕч тăрать. Тĕрĕслевçĕсем çуллен çум курăкĕ, йывăç-тĕм пусса илнĕ лаптăксем тупса палăртаççĕ. Юлашки çулсенче хуçасăр çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне куçарнă май лару-тăру улшăнма тытăнчĕ темелле. Çапах ыйтăва татса панă теме çук-ха. Акă кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем республикăра 124 хутчен тĕрĕслевпе çула тухнă.
Çав тапхăрта çĕр саккунне пăснă 41 тĕслĕхе тупса палăртнă /пурĕ 911,18 гектар/. Административлă йĕркене пăснăшăн 41 протокол çырнă.
Специалистсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре 2295,7 пин гектар ытла тĕрĕсленĕ. Административлă йĕркене пăснă тĕслĕхпе 37 йышăну кăларнă. 3 предприяти-организацие, 4 должноçри çынна, 1 пайтаçа, 29 уйрăм çынна явап тыттарнă. Пĕтĕмĕшле штраф хисепĕ — 935 пин тенкĕ. Çав шутра 677,82 пин тенке шыраттарса илнĕ ĕнтĕ. Ытти штрафпа тÿлемелли вăхăчĕ тухман- ха. Суд органĕсене пăхса тухма 12 ĕç ярса панă.
Тĕрĕслевсем хыççăн пусă çаврăнăшне 131,42 гектар çĕр кĕртнĕ. 148,18 гектартан хуçисем хăйсен ирĕкĕпе хăпма кăмăл тунă.
Çак кунсенче управленин патшалăх çĕр надзор пайĕн специалисчĕсем тĕрĕслевпе каллех Муркаш районĕнчи Ярославка ял тăрăхне çитрĕç. Кунта уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче пай çĕрĕсем сахал мар. Нумайăшĕ лаптăкпа туллин усă курать. Çав хушăрах ăна юхăнтарнисем те пур. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: е техника çук, е вăй-хал çитмест тата ыт.те. Иртнĕ тĕрĕслев хыççăн инспекторсен çум курăкĕ пусса илнĕ çĕрсен хуçисене çирĕп асăрхаттарма тивнĕ. Унтанпа мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ха?
Ялпа юнашарти çĕр çинчи нумай çул ÿсекен курăка тинех çулнă иккен. Çакна ячĕшĕн, тĕрĕслевçĕсенчен хăпма туни пăхсах курăнать. Утта вăхăтра пуçтарманран хуралса çĕрĕшме тытăннă ĕнтĕ. Çум курăк вăрри каллех лаптăкра сарăлса тымар яма та ĕлкĕрнĕ.
— Кунта пурĕ 4 гектар, 3 пай çĕрĕ. Унччен вара тырă туса илнĕ. Хуçи вилнĕ хыççăн çĕр эткерлĕхпе хулара пурăнакан мăнукĕсене куçрĕ. Вĕсем вара виçĕ çул унпа усă курмаççĕ, — ăнлантарчĕ Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин. — Çĕрĕ кирлĕ те мар ĕнтĕ, анчах арендăна е муниципалитет харпăрлăхне темшĕн памаççĕ.
— Ял тăрăхĕнче усă курман çĕрсем татах пур-и? — ыйтрăм унран.
— Шел, юлашки вăхăтра пай çĕрĕсемпе усă куракансем сахаллансах пыраççĕ. Унччен хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май ытларах утă туса илнĕ. Халĕ сĕт йÿнĕрен выльăх тытни тупăшлă мар, ĕçĕ нумай. Тăкакĕ те ÿссех пырать. Çавăнпа хуçисем лаптăкĕсене арендăна параççĕ, е хăйсен ирĕкĕпе пай çĕрĕнчен хăпаççĕ, — хуравларĕ вăл. — Ку тăрăхра 9 ял. Çĕр саккунне пăсакансемпе калаçатпăр, асăрхаттаратпăр.
Ялсенче çуртсем пушанса пыни те çĕр ыйтăвне çивĕчлетет. Хуçасăр юлнă çурт-йĕр юхăнать, пахчине йывăç-тĕм, çум курăкĕ пусса илет.
— Куçман пурлăхăн эткерçисем тупăнсан та усси сахал. Çав-çавах яла килмеççĕ, пахчинче ĕçлемеççĕ. Анчах ăна муниципалитет харпăрлăхне те парасшăн мар. Малашне çĕр саккунĕнче улшăнусем кĕртсен вĕсем тĕлĕшпе те çирĕп мерăсем йышăнма тивĕ, — пĕлтерчĕ пуçлăх. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.