Килĕшмен хĕрарăм
Вячеслав Сюзюкина асăнса
Аля тÿлеккĕн çывăракан упăшки çине ăшшăн пăхса илчĕ. «Епле лайăх вăл паян таврăнни», — савăнчĕ чунтан. Унтан çутта сÿнтерсе хай те кĕрсе выртрĕ ун çумне.
— Эх, радиона чарма мансах кайнă, — ăнсăртран сасăпах каласа ячĕ вăл сиксе тăнă май. Тен, ятарласах та пуль, упăшкинчен пĕр-икĕ сăмах та пулин илтесшĕн. Ара, икĕ эрне пĕр-пĕччен пурăнса ăна шăплăх тарăхтарсах çитернĕччĕ. Килте никампа та çăвар уçса калаçма çук та.
— Эсĕ уншăн хыпăнса ÿкнĕ, — мăкăртатрĕ Олег, арăмĕ пырса выртсан. — Пирĕн мăнакка радиона юриех ярса çывăрать. /Вăл ашшĕпе пĕртăван Кулине ятлă хĕрарăма çапла чĕнет./
Упăшки ыйхă тĕлĕшпе ытахальтен çапла мăкăртатать пуль тесе шухăшларĕ Аля, анчах тĕрĕслесе пăхас килчĕ:
— Мĕншĕн?
— Пĕччен пурăнать те — шăплăх йăлăхтарнă... Çын калаçнăн туйăнать тет радиопа.
Ĕшеннĕ упăшки çак сăмахсене каларĕ те урăх чĕнмерĕ.
«Çав хĕрарăма эпĕ килĕштерменнине сиснĕ ĕнтĕ», — тавçăрса илсе ăшĕнче кулчĕ çамрăк арăм. Çапах та тепĕр ыйту памасăр чăтаймарĕ:
— Вăл мĕншĕн пĕччен пурăнать?
— Туй хыççăн темиçе çултанах мăшăрĕ вăрçа кайса вилнĕ, — кĕскен хуравларĕ Олег.
— Пĕр ача та пулман-и? — хăйсем тĕллĕнех килчĕç Альăн чĕлхи вĕçне çак сăмахсем.
— Малтанхи вилнĕ. Иккĕмĕшне çуратайман. Вăрман каснă чухне йывăр йăтни юраман. Вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсем валли мăн çурт лартма тытăннă. Упăшкин ашшĕ-амăшĕ ытлăн- çитлĕн пурăннă. Кил-йышĕ те пысăк пулнă: пилĕк ывăлпа виçĕ хĕр. Çавăнпа вăтаммине, Илюка, тата кинне çапла хавхалантарнă:
— Пурпĕрех пĕр тăкак, пĕр чăрмав. Пысăк çуртах лартăр. Авă пирĕн çурт пысăк та — сакăр ача хĕсĕнсе пурăнмасăрах çитĕнчĕ. Пире хурсан ачине эсир те сахалах çуратас çук-ха. Хамăр та пулăшатпăр çурт лартма. Ачасем те айккине пăрăнса юлмĕç, — хĕтĕртнĕ хунямăшĕ.
Каласси кăна — канас, çынна шаннипе нимех те пулмасть. Хăйсенех тертленме тивнĕ. Пулăшман мар ĕнтĕ тăванĕсем. Ниме те чылай янă. Унпа та çăмăлах мар — çынна пăхмалла: ĕçтермелле- çитермелле. Çапла Илюк тетепе мăнакка тăри ыйхипе çеç пурăннă.
Олег шăпланчĕ. Чухларĕ-ха вăл Аля çак сăмахсемпех çырлахас çуккине.
— Çуртне, чăнах та, питĕ пысăк лартнă. Пĕрле чылай пурăннă-и унта? — чăнах та, ыйтмасăр тÿсеймерĕ арăмĕ.
— Тепĕр çулах вăрçă тухнă. Илюк тете вăрçа кайсан тепĕр çултан хыпарсăр çухалнă. Пысăк кил-йыша телей пÿрмен. Пилĕк ывăлтан ман атте çеç килне таврăннă.
— Аслаçупа асаннÿ епле чăтса ирттернĕ-ши? — хаш сывларĕ Аля.
— «Чул та вĕрине чăтаймасть те, шарт! туса çурăлать. Чĕре чултан та çирĕпрех пуль çав», — тесе йĕретчĕ пĕрмай асанне. Мĕн виличчен çав сăмахсем чĕлхи вĕçĕнчен каймарĕç.
— Мăнакку мĕнле пурăнчĕ? Эсир ун патне çÿреттĕр-и?
— Эпир ун патĕнчен тухма та пĕлмен. Пĕртен-пĕр йăпанăçĕ шутланнă. Кĕркуннерен çуллаччен чиперех кăштăртататчĕ. Пирĕн ялти шкула вĕрентме янă хĕрсем хваттерте ун патĕнче пу-рăнатчĕç. Кам кăна унăн ăшшине туйман-ши? «Ачамсем, ачамсем», — çеç тесе тăнă вăл вĕсене. Апат пĕçерсе çитернĕ. Çуллахи кĕске каçсем вара питĕ йывăрччĕ уншăн. Ара, тăр пĕчченех тăрса юлатчĕ ун патĕнче хваттерте пурăнакансем каникул вăхăтĕнче ялĕсене саланса пĕтнĕрен.
Эпир вăйăран каярах юлса таврăнсан анне мăкăртататчĕ: «Ыйха вĕçтерсе çÿретĕр», — тетчĕ. Ку пур — çур çĕр-и, тин кăна çутăлать-и, пÿрт ум алăкне майĕпен шаккасан та йăпăр-япăр сиксе тухатчĕ. Хапăл кĕтсе илетчĕ. Калаçса пĕтерейместчĕ. Эпир вара минтер çине пуçа хурсанах хуп турттарма пуçлаттăмăр пуль. Тепĕр чухне шарт! вăранса кайкалаттăм. «Ах, Илюк, мана эсĕ мĕн турăн? Мĕншĕн çак анкартинче пĕччен тăратса хăвартăн?» — тесе ахлататчĕ вăл.
Ара, упăшки вăрçăра çухалнă. Чĕрри-вилни те паллă мар. Çавăнпа «вăрçăра вилнĕ çыннăн тăлăха юлнă арăмĕ» текен хисеп пекки те пулсах кайман. Пÿрчĕ, ху пĕлетĕн, чăнах та, пысăк. Çавăнпа ăна вăл анкарти тет. Хутса ăшăтма та мĕне тăрать! Халь ав ун патĕнче хваттерте пурăнакан та çук.
Упăшкине Аля текех ыйту памарĕ. Тĕрĕссипе, вăл сăмах та чĕнме пултараймарĕ. Унăн пырне темĕнле чăмакка кĕрсе ларнă тейĕн. Вăл халь-халь ĕсĕклесе ярасран та хăрарĕ. Паянхи тĕлпулăва аса илсен чĕри йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ.
Ăна килте пĕччен пурăнса икĕ эрне хушшинчех йăлăхтарса çитернĕччĕ. Олег таврăнасса чăтайми кĕтрĕ вăл. Çавăнпа та чÿречерен час-часах пыра-пыра пăхатчĕ. Сасартăк çав «сÿпĕлти хĕрарăм» килнине асăрхарĕ. Вара хăй лавккана каянçи пулса тухма васкарĕ. Ку карчăк темиçе кун маларах килĕ тĕк унпа «ĕçсĕр аптăранăран палкаса» ларма хирĕçех марччĕ-ха, анчах паян Олег килмелле пек туйăнать. Шăп та шай çак вăхăтра упăшки çитсе кĕрес пулсан иккĕшне те сывлăх çеç сунать-çке, мăнаккăшĕ умĕнче ăна ыталамĕ те. Альăн вара тÿрех ăна мăйĕнчен çакăнас килет. Ун валли вăл «сюрприз» хатĕрлесе хунă-ха.
Хăй шухăшланă пек пулса тухмарĕ çав: кăштах канма тесе диван çине выртнăччĕ те — тĕлĕрсех кайнă. Упăшкин ытамĕ-нче вăранса кайрĕ...
Олег паçăрах ыйха путнă ĕнтĕ. Аля çаплах канăç тупаймасть-ха. Куç умне хăйсен туйĕ тухса тăчĕ.
Пурте савăнаççĕ. Пĕр хĕрарăм çеç йĕрет. Килĕшмерĕ вăл Альăна, хăй ун кăмăлне кайман пек туйăнчĕ. «Ваттисен йăлипе, Олег валли хĕр пăхса хунă пуль-ха. Халь хăйне итлеменшĕн кулянать-тĕр», — тарăхрĕ вăл.
Авă мĕншĕн чунĕ хурланнă иккен: карчăк хăйĕн телейсĕр кун-çулне аса илнĕ.
Çапла, çавăн чухнех килĕшменччĕ ку хĕрарăм. Анчах, тĕлĕнмелле, вăл вĕсем патне çÿреме пуçларĕ. Тăтăш тата. Мĕн чуль тарăхман-ши Аля. Ара, упăшкипе шăкăл-шăкăл калаçса, кулса-выляса ларас вăхăтра вăл персе çитет. Ларать вара «сÿпĕлтетсе». Ун калаçăвне Аля хăлхана та чикмен-ха. Хăçан тухса кайĕ тесе çеç шухăшланă. Малалла вулас...
Василий КЕРВЕН.