Комментари хушас

19 Авăн, 2018

Шавлă тĕнчен паянхи сăнĕ, е Чăвашлăх аталанăвĕн чăнлăхĕпе чухăнлăхĕ

Ăçталла пăхатăн эс, чăваш?
Шухăшпа ăçта утатăн?
Тĕнче шавне курмастăн-им
Пурнăç тилхепи алра пулсан?!.
Автор

Этемлĕх культурăра хăйĕн астăвăмне хăварать, анчах та ун çинчен пире, чăвашсене, çителĕклĕн каласа парас текенсенчен культура ăслайĕнче пĕччен-иккĕн çул çÿрен кăна тăрса юлнă: социаллă институт пур пулин те — пĕтĕмĕшле шкулĕ çук, дипломĕсене илеççĕ пулин те — чăннипех хавхаланса ĕçлекенĕ çук. Пуррисене те темшĕн асăрхамастпăр. Таланчĕсене те пурнăç хăш чух хĕрхенмест /хушамачĕсене асăнмасан та юрать пулĕ.../. Тĕрĕссипе, сăлтавĕсене /пресса урлă, аса илÿсем тăрăх/ хутран-ситрен тĕшмĕртме тăрăшатпăр-ха.
Чăваш/лăх/ театрĕн аталанăвĕн лаптăкĕ /хăш чухне К.В. Иванов палăкĕ умĕнче тăнă чухне ытла та чуна пырса тивмелле темле шанчăклă-пархатарлă кĕвĕ янăрать пулин те!/ миçе пин тăваткал километр пулнине «Ялта», «Айтар» йышши классика спектаклĕсемпе çĕнĕ ĕмĕрте виçме хăнăхатпăр çеç пулас. Урăхла пултараймастпăр. Чăваш халăхĕн вĕçевлĕ интеллект /е интеллектуаллă/ элити çуккипе те çыхăннă пулĕ çакă.
Çирĕммĕш ĕмĕртех /1930-1950 çулсем/ тĕрлĕ репрессие чăтса ирттернĕ интеллигенци çапла пулма вĕрентрĕ-ши пире? Савнă çĕр çинчи кун-çул утти ăс-хакăл чăнлăхĕпе тÿрре килмелле-çке, аваллăх тымарĕсен кирлĕлĕхĕпе усăллăхне туйма вĕрентни — паянхи этем чунĕ-чысĕ мĕнле пулмаллипе танах /ку пурнăçра хамăртан шахвăртарах ыррăн кулма та пĕлмелле!/. Чăвашстанăн яшлăхĕ, Чăвашстанăн чăнлăхĕ, Чăвашстанăн пуласлăхĕ... Эппин, тăван халăх умне тухса калаçмалли тема-сăлтавсем темĕн чухлех.
Акă чăваш çемйи — куллен ырă хирĕçтăру объекчĕ пек шутланать. Пĕр вучах умĕнче кунĕпех алран ĕç ямасăр виçĕ ăру хĕрарăмĕ килĕштерсе тăни /ватти-тăхлачă, качча килни-инке тата унăн кинĕ/ — чăвашсен авалтан килекен килпетлĕхĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе ялти çамрăксен малашлăхĕ шанăç çуратмалла пек туйăнать. Чăвашĕ халĕ ялта кăна çуралать, чăвашлăхпа çыхăннă ырă йăли- йĕрки каллех çакăнтан пуçланать. Анчах шаннисем пур чухне те пурнăçланасшăнах мар çав.
Пурнăç хумĕсем айăн-çийĕн куллен çаврăнаççĕ те пач кĕтмен çĕртен тенĕ пек килсе çапăнаççĕ е çапаççĕ. Хăш чух «çапмалли» мелне хамăр алăсемпе хамăрах «ăсталатпăр»: е пĕрле ĕçлекенсен умĕнче кирлĕ мар е калама юраман «хыттăн чĕпĕтекен» сăмах каласа яратпăр, е савăнăç куркине сăлтавне кура мар ытларах «ÿпĕнтеретпĕр» /тăвансем умне вара савăнăç мар, хурлăх кÿмелли ыйту-сăлтавсем кăларса тăрататпăр/, е тепĕр чухне кирлĕ ĕçе çине тăрсах вĕçне çитерме малашлăх халĕпе вăй-хăватне тупаймастпăр... Кусем пурте тенĕ пекех — хамăрпа çыхăннисем. Анчах такам урлă таçтан аякран вăйлăн аталанса килекен «çавра çил-сăлтавсем» те пур. Вĕсем вара ку таранччен йĕркеленсе пынă пурнăç кустăрмине е чарсах лартма пултараççĕ е пачах урăхларах çул çине илсе тухаççĕ.
Этемĕн Пĕр совĕç темиçе пулма пултараймасть пек. Пире чăннипех çапла ÿстернĕ. Чунра: «Мĕншĕн çапла ÿсрĕмĕр- ши?» текен шухăш йывăр самантсенче вăхăтлăха кăна пулни пире татах тĕреклентерет, пархатарлантарать, хавхалантарать. Ялан телей пĕрчисене тĕрлĕ енчен асамлăн çупăрласа кĕтекен Этем Чунĕ-Кăмăлĕ — ирĕклĕхпе тулса ларнă пирĕн космос-Галактика пекех — вĕçĕ-хĕррисĕр... Çав шутласа та илейми вĕçсĕрлĕхре чăвашлăхăн авалтанах килекен масмаклă-чĕнтĕрлĕ арки пулни шухăшăмăрсене татах та кармаштарать, пин-пин çăлтăрсем шăтăкланă тÿпере астăвăм шăплăхĕпе пĕлсе усă курса малалла хастарланса-патварланса утма хистекен хамăрăн çутă тивлет пулмаллине аса илтерет. Хамăра ăс-хакăл çулĕпе утмашкăн пурнăç сукмакĕсем хăйсемех илсе тухаççĕ. Профессие юратни çеç мар, ăна чунтан парăнни те ÿсĕмсем тума куллен хистет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.