Комментари хушас

17 Авăн, 2018

Технопарка та «Старко» такăнтарнă-и?

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ канашлура предпринимательсене патшалăх енчен кÿрекен пулăшу витĕмне вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин тишкерчĕ. Асăннă пулăшу тĕрлĕ енлĕ — бизнес-план хатĕрлесе тăкаксене пĕчеклетмелли çул-йĕр кăтартасси таранах.

Патшалăх чи малтанах предпринимательсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленине, хăйсен ĕçченĕсене тÿлекен шалăва пысăклатнине, налук тÿлевĕсене шута илет. Бюджет енчен тĕревленин усси чăннипех курăмлă, патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă май пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хăйсен продукцийĕпе ют çĕршывсен рынокĕсене тухнипе çыхăннă ăнăçлă тĕслĕх те чылай.

Çапах кăмăла пăсаканни те тупăнать. Министр Шупашкарти индустри паркĕн иккĕмĕш черетне тăвассипе çыхăннă чăрмавсем пирки уççăн каларĕ. Резидентсем унта хăйсен ĕçне йĕркелеме хатĕр, çак тĕллевпе лаптăксене арендăна илнĕ — куншăн укçа тÿлесе тăнă. Анчах инфратытăм обьекчĕсене хута ярасси лакса ларнă. Чÿк уйăхĕнче вара хайхи аренда вăхăчĕ вĕçленет, предпринимательсен унтан тухма тивет.

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков лару-тăру çивĕччине йышăнать. Çакă чи малтанах подрядчик, «Старко» компани, пурнăçланă ĕçсен пахалăхĕ тивĕçтерменнипе сăлтавланнă-мĕн. Энергетиксемпе газовиксем вара объекта ресурссемпе тивĕçтерессине хăйсем çине илмен. Алексей Олегович предпринимательсемпе тунă аренда килĕшĕвĕсене малалла тăсма май çуккине пĕлет, çавна май, унăн шучĕпе, çакна ЧР Пуçлăхĕн указĕпе кăна саккунлă картана кĕртме пулать-тĕр.

Иван Моторин бизнеса аталантарассипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă плансем вăхăтра тÿрре тухайманнине пăшăрханса палăртнă май çивĕчлĕхе сирмелли мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарчĕ, ку енĕпе ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе те çине тăрса ĕçлемелле.

 

Рубрика: