Хуçине юратса чĕркуçленеççĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнче вĕсен кил хуçалăхĕ çинчен илтмен çын сайра-тăр. Мĕшĕл ялĕнче Даниловсен кил картинче пурăнакан понипе ярăнса курман ача сахал. Шкул ÿсĕмĕнчисем ятарласа экскурсие килеççĕ тенине те илтнĕччĕ. Ара мĕнле кăна кайăк-кĕшĕк, чĕр чун усрамаççĕ-ши кил хуçисем! Картишне кĕрсенех темĕн тĕрлĕ чăх-чĕп, фазан, кăвакал, виçĕ-тăватă тĕслĕ павлин, кăвакарчăн «кĕтсе илеççĕ». Чăн та, пурте ирĕкре çÿреймеççĕ, хăш-пĕри — ятарлă читлĕхре. Картара вара ял халăхĕ хăнăхнă выльăх мар, пĕр метртан та лутрарах лаша — пони — уткаласа çÿрет. Картишрен пахчаналла каякан çĕрте, хыçалти картара... страуссем стайлăн кăна урине пускалаççĕ. Австрали эму кайăкĕсем хуçисене кăна мар, ют çынна та тивмеççĕ — курма пырас кăмăллисемшĕн питĕ меллĕ.
«Мини-зоопарк» çакăнпа кăна чикĕленет тетĕр-и? Э-э, çук! Пÿрте кĕрсен яппун амадинĕсем çине пăхса тăранаймăр — пĕчĕк çеç кайăксем мĕн тери илĕртÿллĕ те çепĕç! Вĕсене тунсăх пусасран сыхлакансем — лару-тăрăва пĕлсе тăма юратакан кукăр сăмсаллă попугайсем.
Асăннă хăйне евĕр «чĕрĕ кĕтесĕн» тĕп хуçи — 70 çулти Геннадий Семенович. Вăл хăйĕн ÿсĕмне кура мар хастар арçын: халĕ те ĕçлет, Октябрьскинчи фермер хуçалăхĕнче водительте вăй хурать.
— Ирхине пиллĕкре тухса каять те вун тăхăр сехетре тин таврăнать. Юлашки çулсенче чăтса ирттернĕ темиçе операци хыççăн хуçалăхра питех ĕçлейместĕп çав — картишĕнчи янаварсемпе мăшăр аппаланать. Унчченрех ĕне те тытаттăмăр, — ăнлантарать ЗинаидаФоминична.
Етĕрне тăрăхĕнчи Яракассире çитĕннĕ, Шупашкарта тĕпленсе пурăннă Даниловсем. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче, Мĕшĕлтен инçе мар вырнаçнă «Вишенка» пĕрлехи садра, дача пулнă çемьен. Агрегат заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан упăшкипе арăмĕ çăвĕпех унта кăштăртатнă. Ыттисем пек çĕр ĕçĕпе кăна аппаланман, тĕрлĕ йышши чăх-чĕп тытнă. Пурăна-киле ĕне усраса пăхма шухăш кĕнĕ. Кÿршĕсене килĕшмен Даниловсен ку пуçарăвĕ. Çакăн хыççăн мал ĕмĕтлĕскерсем çывăхри ялта çурт илсе тĕпленме тĕв тунă. Акă 10 çула яхăн ĕнтĕ Мĕшĕлте пурăнаççĕ.
Кил хуçи мăшăрĕпе пĕрле «экскурсие» тухатпăр. Чи малтанах куçа Инди павлинĕсем хитре тĕкĕпе тыткăнлаççĕ.
— Кĕмĕл, ылтăн тĕслисем пур тата. Кайăксен патши тесе ахальтен каламан çав — мĕн тери чипер вĕсем. Уйрăм читлĕхре — Сунарçă фазанĕ. Сăмах май, кайăк тĕрлĕ тĕсне ĕрчетме шăпах фазансенчен пуçланă эпир, — терĕ Зинаида Фоминична.
Çемье пуçлăхĕ чăн-чăн кайăк тусĕ пулни унпа телефонпа çыхăнсан тÿрех палăрчĕ. Хăйĕн чун киленĕвĕ çинчен акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл:
— Çар ретне тăрсан Венгрие лекрĕм. Хĕсметре тăнă вырăнта фазан нумайччĕ. Раççейре çак кайăка усракан пур-ши, ăна ĕрчетесчĕ тесе ун чухнех шухăшлаттăм. Чăн та, çемье çавăрса хулара пурăнма пуçласан гаражра усрама тытăнтăм вĕсене. Услам тăвас тĕллевпе мар, чунтан килĕшнипе тытаттăм. Атте Семен Илларионович лесникчĕ. Ача чухне ун патĕнче, Тури Ачак пуçĕнчи вăрманта, тăтăшах пулаттăм. Çут çанталăка, чĕр чунсене юратас туртăм çапла пĕчĕкрен аталаннă. Пĕррехинче киле тилĕ çурисене йăтса килнĕччĕ. Анне хытă тустарчĕ: «Вăрманта шар кăтартни çитмен — яла ертсе килтĕн-и ку чĕр чуна?!» Çавăн чухнех çитĕнсен хамăн «чĕрĕ кĕтесе» йĕркелесси çинчен ĕмĕтленеттĕм. Малалла вулас...