Комментари хушас

17 Авăн, 2018

Çăкăр хакне ачаран туйнă

— Атте Николай Аврамович республикăра малта пыракан комбайнерсенчен пĕриччĕ. Вырма вăхăтĕнче çывăрса та курман-тăр вăл. Çапла тăрăшса вăй хунине çĕршыв ертÿлĕхĕ палăртмасăр хăвармастчĕ: ВДНХна чĕнсе икĕ хутчен бронза медальпе чысларĕç ăна, мотоцикл парнелени те асра. Çуллахи вăхăтра, вĕренÿрен пушă чух, аттене пулăшма тăтăшах çÿренĕ. Çăкăр хакне ачаран туйма хăнăхтарнă пире атте-анне, — Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи «Колосок» тулли мар яваплă общество ертÿçи Владимир Иванов паянхи ĕçĕ чуна мĕншĕн çывăххине çапла ăнлантарать.
Елчĕк тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçре çуралнăскер амăшĕ пĕçернĕ çăкăр-кукăль шăршине халĕ те манман-ха. Любовь Николаевна чĕрес тĕпне хăварнă чустана çĕнетсе тĕрлĕ çимĕç янтăланă. Çулланнă ывăлĕ 80 çул урлă каçнă амăшĕ патне каймассерен куç умне кăларать çав ÿкерчĕке. Çăмăл машина хапха умне пырса чарăннине асăрхасанах ватă çывăх çыннисене хирĕç тухса кĕтсе илет, кĕçĕн алăка уçса хурать. Ывăл-хĕрĕшĕн темрен хаклă ырă йăла ку.

Нуша кулач çитерет

Çăкăр пĕçерекен цех йĕркелес шухăш самана нушипе çыхăннă тесе çирĕплетет Владимир Ни-колаевич. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен /хальхи вăхăтра — академи/ вĕренсе тухнă хыççăн чылай вăхăт «Волжанка» предприятире инженер тивĕçĕсене пурнăçланă вăл. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче хуçалăх арканнă. Çавăн хыççăн хăйĕн ĕçне пуçарасси çинчен шухăшлама тытăннă та. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси — мăшăрĕн Ираида Павловнăн тăван ялĕ. Çак тăрăхра чылай çул пушă ларакан икĕ хутлă çурта куç хывнă мал курăмлă арçын. Хăйĕн тавра маттур та пĕр шухăшлă çынсем пухса хула çывăхĕнчи çак хутлăхра пекарня уçнă.
— Нуша кулач çитерет тени чăна килчĕ çапла, — вырăнлă шÿтлесе те илчĕ 10 çул ытла сулмаклă аталанса пыракан хуçалăх ертÿçи. — Надежда Верхилеева, Римма Козлова, Елена Жигалова пекарьсем, сăмахран, малтанхи кунсенченех ĕçлеççĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн предприятире кадрсем улшăнни сисĕнсех те каймасть. Ĕçтешсенчен ытларахăшĕ çамрăк пулин те вĕсем пĕр вырăнта тĕпленни савăнтарать. Кунти условисем тивĕçтереççĕ, эппин, вĕсене, — коллектив çирĕпленсе çитнишĕн хĕпĕртет Владимир Николаевич. Малалла вулас...

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.