Комментари хушас

17 Sep, 2018 | Çамрăксем | парад

Авăнăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей студенчĕсен парачĕ иртрĕ. Ку студент пурнăçĕ пуçланнине пĕлтерет, çапла майпа 1-мĕш курсра вĕренме тытăннисене хăйсен ретне йышăнаççĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре республикăри 17 аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕнчи 3 пин ытла студент парада тухрĕ. Ялав йăтнă, ыттисенче уйрăлса тăракан çи-пуç тăхăннă çамрăксем колоннăпа утса тухса пысăк экран умне строя тăчĕç. Кунашкал парада Раççейĕпех йĕркеленĕ. Телекĕпер мелĕпе ытти хуласенче вăл мĕнле иртнине курма пулчĕ. Кăçал çĕршывра студентсен йышне 350 пин çамрăк хутшăнчĕ. Телекĕперпе çыхăнса Раççекйри 47 хула пĕр-пĕрне саламларĕç.

Анлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николавай Маловпа Алена Аршинова, ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов хутшăнчĕç.

Студент вăхăчĕ — чи хастар та пуçарулăха кăтартмалли тапхăр. Республикăра 63 пин студент, вĕсенчен 15 пинĕшĕ — пĕрремĕш курссем, çĕнĕ вĕренÿ çулне пикенчĕ. «Эсир пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, вăй-халлă, пирĕн юратнă Раççей малашлăхĕ сирĕнтен килет. Студент çулĕсене тухăçлă та усăллă ирттерĕр», — çапла чĕнсе каларĕ Михаил Игнатьев.

Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчи пĕрремĕш курс яшĕсемпе хĕрĕсем студент ятне тивĕçлĕ тытма, вăхăта шеллемесĕр наука гранитне кăшлама, пухнă ăс-тăна Раççей атанăвне хывма, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме шантарчĕç.

Студентсене пĕрлештерекен мероприяти студентсем хатĕрленĕ концертпа вĕçленчĕ.

 

Алина ТИМОФЕЕВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕксем.

Исключить из Яндекс-Новостей: