Комментари хушас

7 Раштав, 2013

Чун ыратăвне – республика Пуçлăхĕпе

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Тĕл пулăва килнисем республика Пуçлăхĕпе чунне уçса калаçрĕç, хăйсене çеç мар, чылай ытти граждана хумхантаракан самантсем пирки те сăмах пуçарчĕç.

Акă Алькешре пурăнакан Людмила Викторова хĕрĕпе кĕрÿшĕ таса мар чунлă застройщиксене пула халĕ те хваттерлĕ пулайманшăн кулянать. Вĕсем пĕрлешсенех, 2008 çултах, Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи çурта тума пая кĕнĕ. Анчах паянхи кун та хăйсене ятăн пурăнмалли кĕтес çук вĕсен. Обћекта 6-мĕш хут таран хăпартнă-ха, анчах строительство ĕçĕсене вĕçлемен. Людмила Ильинична ку ыйтупа ăçта кăна çитмен-ши. Михаил Игнатьев республика ертÿлĕхĕ çурт-йĕр тума пая кĕнĕ, каярахпа улталаннă çынсене пулăшма тăрăшнине палăртрĕ. "Çурăк валашка” умĕнче тăрса юлнисен ирĕкĕсене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен ушкăн пуррине каларĕ. Трактор тăвакансен проспектĕнчи 2 çуртпа çыхăннă ĕç-пуçа та куçран вĕçертменнине пĕлтерчĕ. Конкурс управляющийĕсем строительство ĕçĕсем вĕçленмен обћектсене сутас тĕлĕшпе кĕçех аукцион ирттерĕç. Строительство ĕçĕсене малашне пурнăçлакансене аукцион кăтартăвĕсем тăрăх палăртĕç.

Йышăнăва килнĕ тепĕр çын - 31-ри Эдуард Игнатьев - хăйĕн çемйипе ЧР патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерне /Шупашкарти Дементьев урамĕнчине/ тара илсе пурăнать. Икĕ пÿлĕмлĕскершĕн уйăхне 2600 тенкĕ тÿлет тата, паллах, коммуналлă пулăшушăн та вăхăтра укçа хывать. "Ăшă, таса, хăтлă", - терĕ Э.Игнатьев Михаил Васильевич ЧР патшалăхăн пурăнмалли çуртĕнчи условисемпе кăсăклансан. Анчах Эдуард Николаевича урамра çутă çукки пăшăрхантарать иккен. Унсăр пуçне унăн икĕ ачине кашни ир хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнчи садике леçме тивет. Çĕнĕ микрорайонта /"Садовый"/ ача сачĕпе шкул хăçан тума планланипе интересленчĕ арçын. Çутă ыйтăвне çывăх вăхăтрах татса парассине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Çĕнĕ микрорайонта ача сачĕ тума пуçланине, ăна 1-1,5 çултан хута яма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем çине-çинех çĕкленнине кура унта çĕнĕ шкул та хăпартма йышăннă. Ăна 2018 çулта ĕçе кĕртĕç.

Эдуард Игнатьев меллĕ самантпа усă курса ЧР патшалăхăн çурт-йĕр фончĕн хваттерне туянма май пур-ши тесе те кăсăкланчĕ. Михаил Васильевич çак хваттере туянма май пур терĕ. Чăн та, çынсен унта 3 çултан кая мар пурăнмалла, ăна тара илнĕшĕн, пăхса тăнăшăн тата юсанăшăн, коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлемелле, ку енĕпе парăм пулмалла мар.

Валентина Матвеева, "Афанасьевский" ТОС председателĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Ку программăна кăçал вăл хăй пурăнакан çурт та лекнĕ, çавăнпа хĕрарăм патшалăх уйăрнă укçа мĕн юсама çитни пирки каласа кăтартрĕ. Паллах, 1979 çулта хăпартнăскер çакăн хыççăн самаях "çĕнелнĕ", çапах юсамалли-улăштармалли тата нумай-ха. Тепĕр çултан çĕнĕ саккун вăя кĕрет, унпа килĕшÿллĕн хваттер хуçисен çурт-йĕре тĕпрен юсамашкăн регион операторне укçа тÿлемелле пулать. Малтанласа шутланă тăрăх - Чăваш Енре пурăнакансен 1 тăваткал метршăн уйăхсерен 5 тенкĕ те 20 пус памалла. "Ытла хаклă мар-и ку. Хăш-пĕр регионта çак хак пĕчĕкрех. Ку ыйту нумайăшне канăçсăрлантарать", - терĕ Валентина Андреевна. Михаил Игнатьев çуртсене тĕпрен юсамашкăн укçа ытларах пухни çак ĕçе хăвăртлатма май панине каларĕ.

Республикăри тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Владимир Крюковский Чăваш Енре кадетсен корпусне туса хурас ĕмĕтлĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче общество пĕлтерĕшлĕ вунă проект пурнăçланнине каларĕ, çав шутра, паллах, Чăваш Енре те. Ку ĕçе малашне татах вăйлатĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.