Хула урамĕнче - авалхи пăравус
Авăнăн 10-мĕшĕнче Улатăрсем савăнăçлă хыпар пĕлнĕ: авалхи пăравус локомотивне тинех станцие илсе çитернĕ. Вăл малашне Гагарин урамне илем кÿрĕ.
Кăçалхи раштав уйăхĕнче Рузаевка-Улатăр-Канаш-Хусан чукун çул маршручĕ хута кайнăранпа 125 çул çитет. Çак пулăма халалласа Улатăрта «Чукун çул ĕçченĕсен паркне» хута яма палăртнă. Асăннă локомотив шăпах унта вырнаçĕ, ăна сăрласа илемлетĕç. Сăмах май, транспорта, йывăр тиевсене турттармалли Л-3369 пăравуса, 1950 çулта Ворошиловоград /халĕ — Луганск/ хулинчи тепловозсем туса кăларакан заводра хатĕрленĕ.