Комментари хушас

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура çанталăк кăçал тыр-пула пухса кĕртмешкĕн нихçанхинчен лайăх тăнине палăртрĕ.

Ĕçсене вĕçлеме уяр тата темиçе кун пулать-ха. Тухăç пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, анчах лайăх çанталăка пула çухатусем те сахалрах. Тыр-пул хакĕ те аван, Михаил Васильевич çакăнпа ял ĕçченĕсен шалăвне пысăклатмашкăн усă курма тăрăшмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Хальлĕхе пÿлмесене 609 пин тонна тырă хывнă. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кашни гектар тухăçĕ 23,5 центнерпа танлашнине çирĕплетрĕ. Пĕлтĕрхинчен 3,7 центнер сахалрах. Хаксене илес тĕк – вĕсем, чăнах та, лайăх. Фуражлăх урпана 9 тенкĕпе уйранах тиесе каяççĕ-мĕн. ЧР Пуçлăхĕ Чăвашхлебопродукт, Апат-çимĕç фончĕ хуçалăхсенчен туяннă тырăшăн туллин тата вăхăтра тÿленине сăнаса тăма хушрĕ.

Халь кĕрхи тĕш тырă культурисене акас ĕçсем пыраççĕ. 105 пин гектар акма палăртнă, 90 пин ытла «шуратса» хăварма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Чăн та, министр хăш-пĕр çĕрте çак ĕçсен хăвăртлăхĕ палăрмаллах чакнине пытармарĕ. Фермерсем çумăр çуккипе кĕрхисем шăтмасран шикленеççĕ-мĕн. Сергей Геннадьевич та унашкал хăрушлăх пуррине хирĕçлемест, анчах технологие пăхăнсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Михаил Игнатьев вара хăйĕн шухăшне татăклăн палăртрĕ: «Кахалсем сăлтав шыраççĕ». Пирĕн климатра кĕрхисем лайăх тухăçпа савăнтарнине шута илмелле. Юлашки çулсенче калчасем хĕлле те нумай сиенленменнине тĕпе хурсан пушшех кĕркунне тăрăшуллăрах пулмалли куçкĕрет.

Çанталăк лайăх тăнине кура силослăх тесе акнă куккуруса çапса тĕшĕлес кăмăллисем те пур. Хуçалăхсем çĕр улми кăлараççĕ. Унăн тухăçĕ гектартан — 180 центнер ытларах. Хальлĕхе 1,6 пин гектар çинчен кăларнă — 21%. Пахча çимĕç тухăçĕ, пачах тепĕр майлă, иртнĕ çулхинчен самай пысăкрах.
 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: