Шупашкарти гимназие уçма Электроник хавхалантарнă
Раççей шайĕнче Чăваш Республикинчи ĕç-пуç, пулăм, çынсем тавра ырă калаçни, паллах, кăмăла çĕклет. Иртнĕ эрнере, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, «Раççей 1» каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Привет, Андрей» кăларăмра шкул пурнăçне сăнлакан фильмсенче ÿкерĕннĕ паллă актерсене сăмах пачĕç. Çак йышра «Приключения Электроника» кинори тĕп сăнарсем — Владимирпа Юрий Торсуевсем — те пурччĕ.
Андрей Малахов иртнĕ ĕмĕрĕн 80- мĕш çулĕсенче кăтартнă фильмри пек пÿлĕмсене мраморпа хăтлăлатнă, хитре парта вырнаçтарнă шкул сахал пулнине палăртрĕ. Йĕкĕреш Торсуевсен шухăшĕпе, ун чухне унашкал пĕлÿ çурчĕ пачах пулман. Малалла калаçнă май хăнасем шкулта вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те хăйсене, пĕрешкел сăнлăскерсене, паллама тÿрех хăнăхнине пытармарĕç. Вĕсене уйăрнă вăхăт вĕçленсе пыратчĕ ĕнтĕ. Çапах актерсем «Приключения Электроника» фильм патне тепĕр хут таврăнса Шупашкарти тĕл пулăва аса илчĕç:
«Эсир кинори хитре шкул пирки калаçу пуçартăр. Нумаях пулмасть пире çавăн евĕрлĕ пĕлÿ çуртĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Ун чухне ĕçпе Шупашкара кайнăччĕ. Пĕр гимнази директорĕ шăпах «Приключения Электроника» фильм курнă хыççăн çавнашкаллине çĕклеме ĕмĕтленнине каларĕ. Чăн та, шухăшланине пурнăçа кĕртнĕ». Унтан Андрей Малахов ертÿçĕ Шупашкарта пурăнакансем патне салам вĕçтерчĕ.
Владимирпа Юрий Торсуевсем хăш гимназире пулнине палăртмарĕç пулин те çакна тавçăрса илме йывăрах пулмарĕ. 2015 çулта вĕсем 5-мĕш гимнази йышĕпе тĕл пулнăччĕ. Сăмах май, унта тĕрлĕ вăхăтра Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев, «Асамлă уй» кăларăм ертÿçи Леонид Якубович... хисеп туса пынине аса илтерсе хăварас килет.
Тÿрĕ эфирта калаçнине итлесе хавхаланнă май 5-мĕш гимнази директорне Инна Исаевăна çав саманта тепĕр хут куç умне кăларма ыйтрăмăр:
«Çамрăк журналистсен «Атăлçи тĕл пулăвĕсем» фестиваль вăхăтĕнче килнĕччĕ вĕсем пирĕн пата. Хăнасем «Приключения Электроника» фильм ÿкернине аса илчĕç. Унтан гимназие кăтартса çаврăнтăмăр. Çак пĕлÿ çурчĕ вĕсен атмосферипе, урăхла каласан, фильмра сăнланă чун хавалĕпе тулнине каларĕç. Эпĕ çакă мĕне пĕлтернипе кăсăклантăм. Ку коридор анлăшĕпе те, йĕри-таврари хитрелĕхпе те çыхăннă. Çапах вĕренекенсен пултарулăхĕ, уçă кăмăлĕ, анлă тавра курăмĕ нимрен пĕлтерĕшлĕрех. Çакăнта кинори пекех хăйсен малашлăхне йĕркелекен, кулленхи йывăрлăхсене татса пама пултаракан ачасем пурăннине, вĕреннине тÿрех ăнланса илчĕç вĕсем.
Фильмри фортепианăна аса илнĕ май гимназири музыка урокĕсем тавра калаçу пуçартăмăр. Çакă та вĕренекенсене чунне уçма пулăшать.
Паллă актерсем ачасемпе пĕрле гимнази картишĕнче йывăç лартрĕç. Кайран асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр.
Пирĕн пата килекен экспертсем пĕлÿ çурчĕ чăнах ачасен пулнине кураççĕ. Вĕренекенсем хăйсемех тĕрлĕ ĕç, мероприяти палăртаççĕ. Кунта ачасем хуçаланни нимрен паха. Малалла вулас...